Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суннӑ (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприятине хутшӑннисене Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Владимиров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлешӳсен Совечӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов саламланӑ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене – хӑйсен ҫӑмӑл мар, анчах та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗнче вӑй-хал суннӑ.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

— Каҫарӑр тархасшӑн, Игнат Петрович, сирӗн пата ҫумӑр витӗрех килсе кӗнӗшӗн, — терӗ вӑл сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Комсомольски территориллӗ уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова юбиляр ячӗпе РФ Президентӗнчен В.В.Путинран саламлӑ ҫырӑва вуласа парса ырлӑх-сывлӑх, телейлӗ ватлӑх суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Чи малтанах Александр Николаевич Обществӑлла палатӑн хастарӗсене ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ ятпа саламланӑ, Комсомольски округӗнче пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Чӑваш Ен халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, таса чунпа ӗҫлесе пыма тӑрӑшатпӑр», – тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче «Трансэнергопром» ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская, уява пухӑннисене профессире ӳсӗм, ҫирӗп сывлӑх, телей тата кирек мӗнле пуҫарура та ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

«Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Л. М. Макарова округри культура ӗҫченӗсем пур енӗпе те пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ, малашне те вӗсене ӑнӑҫусем суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов хӑйӗн сӑмахӗнче Геннадий Павловӑн амӑшӗпе кукамӑшне, Вера Геннадьевнӑпа Галина Андреевнӑна, хӑюллӑ та патвар ывӑл, мӑнук ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ, паянхи лару-тӑрура нацизма ҫӗнтерес тесен пӗрле кар тӑрса тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, турнира хутшӑнакан кӗрешӳҫӗсене яланах малти ретре пулма суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Пурте ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, нумай-нумай ҫул телейпе савӑнӑҫ курма суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Шкул директорӗ Анфиса Ефимова ӗнерхи вӗренекенсене ҫӗнтерӳпе, ырӑ-сывӑ таврӑнма суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

- Хисепленӗ, ырӑ суннӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Комсомолецсене сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн инструктор пӗр хушӑ Горовиц ҫине пӑхса тӑчӗ.

Здороваясь с комсомольцами, он задержал свой взгляд на Горовице.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чылай чухне вӑл, ачасене сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн шӗлепкине тата класс журналне кафедра ҫине пырса хурать, урокра кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе те тӑмасть, ячӗшӗн тумалли йӗркесене пӑхӑнмасӑрах тӳрех вӗрентме пуҫлать.

Нередко, поздоровавшись, он бросал на кафедру шляпу, журнал и, не делая переклички, не соблюдая никаких формальностей, сразу начинал:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачамӑрсене мӗнпур лайӑххине тата ыррине суннӑ май, пирӗн паллӑ ентешӗн, Чӑваш Ен халӑх поэчӗн Геннадий Айхи сӑмахӗсене илсе кӑтартатӑп:

В качестве особых слов напутствия, добрых пожеланий нашим детям приведу строки нашего выдающегося земляка, народного поэта Чувашии Геннадия Айги:

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

ЗАГС ӗҫченӗсем нумай ачаллӑ амӑшне чун-чӗререн саламланӑ, пепкине сывӑ та телейлӗ ӳсме суннӑ.

Работники ЗАГС искренне поздравили многодетную мать, пожелали младенцу расти здоровым и счастливым.

Канашра хӗрарӑм 12-мӗш ачине ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33859.html

— Эпӗ мӗн ӗҫпе килнине пӗлетӗн-и? — сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн сӑмах пуҫарса ыйтрӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасем кӗрӳшӗпе Тарьене тата пӳртри ытти ҫынсене алӑ тытса сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн вӗсене салтӑнтарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапӑҫу вырӑнне каяс умӗн Чӑваш ен каччисене республика пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ырӑ суннӑ, ҫӗнтерӳҫӗ-ӑрӑвӑн мӑнукӗсене каялла ҫӗнтерӳпе, чӗрӗ-сывӑ таврӑнса килме хавхалантаруллӑ сӑмахсем каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Юбилярсем ят-сумлӑ хӑнасене тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ, ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ӑнӑҫу, ҫемьере килӗшӳ суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юман пек ҫирӗп сывлӑх... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11516-yu ... -p-syvl-kh

Иксӗлми вӑй-хал, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр суннӑ Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Татьяна Давыдовна Кузнецовӑна.

Куҫарса пулӑш

Юман пек ҫирӗп сывлӑх... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11516-yu ... -p-syvl-kh

— Ман упӑшкана курман-и эсӗр? — сывлӑх суннӑ пек ҫемҫен ыйтрӗ Укка.

И Укка, пожелав здоровья, спросила больше из приличия: — Вы мужа моего случаем не видали?

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех