Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулланса (тĕпĕ: суллан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тадеуш сулланса тӑрать.

Тадеуш стоял, покачиваясь.

II. Хуралҫӑ йӑнӑшӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Пуҫне эрех ҫапнӑран Лорх вӑхӑтлӑха чӗрӗлчӗ; сулланса, анчах ӳсӗрлӗх шайӗнче кӑна, тарпа исленнӗскер, шӑлӗнчи сурчӑкланнӑ пирусӗпе вӑл айккинчи коридорпа пырса картишне тухрӗ, бассейна йӑраланса анчӗ, мӗнле пулнӑ ҫаплипех — атӑпа, костюмпа — шыва лаплатрӗ, чӑмса тухрӗ, шӑннипе тертлӗн чӗтре-чӗтре йӑраланса улӑхрӗ те ҫывӑрмалли пӳлӗмелле танкӑлтатрӗ.

Удар вина временно воскресил Лорха; шатаясь, но лишь в меру опьянения, мокрый от пота, с обслюненной папиросой в зубах, прошел он боковым коридором во двор, сполз в бассейн, — как был, — в сапогах и костюме, окунулся, мучительно задрожал от холода, вылез и направился обратно в спальню.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Матроссенчен пери Гетчинсонран вӑрттӑн уксуспа хутӑштарнӑ тинӗс шывне вӑхӑт-вӑхӑтӑн ӗҫнӗ-мӗн; халӗ ав чӑтмалла мар нушаланать, ҫурма ӑслӑ тейӗн — борт хӗрринче сулланса ҫӳрет — хӑйне хӑй вӗлересшӗн те, ҫак Шухӑша хирӗҫлет те.

Один матрос, тайно от Гетчинсона, пил время от времени морскую воду, смешанную с уксусом; теперь, полуобезумев от невероятных мучений, он бродил у борта, желая и не решаясь покончить с собой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

— Эсир чӑнах та ылтӑнпа сулланса ҫӳретӗр-и?

 — Так вы таскаетесь с золотом?

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Интернаци, тӗрлӗ чӗлхе хули; вӑл таҫта та сулланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗр вырӑнти пурнӑҫ чӑтлӑхӗнче тымарланмашкӑн тӗв тунӑ ҫапкаланчӑка аса илтерет.

Интернациональный, разноязычный город определенно напоминает бродягу, решившего наконец погрузиться в дебри оседлости.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӗсем масартан тухнӑ чухне, — Пьер вӑй ҫукран сулланса, хӗрӗн хул пуҫҫинчен тӗршӗнсе пырать, — хӗвел йӑлкӑшса ҫутататчӗ.

Когда они уходили с кладбища и Пьер, шатаясь, опирался о плечо девушки, над кладбищем ярко горело солнце.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Пьер пӗтӗм вӑйне пуҫтарса сиксе тӑрасшӑнччӗ, чул ҫӗклесе унпа Пакута кантӑкне ҫапса ҫӗмӗресшӗнччӗ — ҫак самантрах сулланса ӳпӗнчӗ, тӑнне ҫухатнине туйса ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Вскочив через силу, чтобы поднять камень и разбить им окно Пакуты, Пьер зашатался, почувствовал, что теряет сознание, и упал навзничь.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Пэд йывӑррӑн сулланса ӳпне шаплатса ӳкрӗ, — ӑна спиртӑн лайӑх порцийӗпе хӗвел пӗр харӑссӑн тӳнклеттерсе антӑратрӗҫ.

Пэд тяжело рухнул ничком, сраженный хорошей порцией спирта и солнечного удара.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пашка хавасланнипе кулса, паллакан ҫын патнелле аллисене чӑсрӗ, кӑшкӑрасшӑнччӗ, анчах, ҫав вӑхӑтрах, ӑна темӗнле вӑй сывлама чарчӗ, ураран ҫапса ӳкерчӗ, вӑл сулланса кайрӗ те нимӗн пӗлми пулса картлашка ҫине йӑванса ӳкрӗ.

Смеясь от счастья, Пашка протянул к знакомому лицу руки, хотел крикнуть, но неведомая сила сжала его дыхание, ударила по ногам; он покачнулся и без чувств повалился на ступени.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Малтанах, ҫак сулланса ларакан ҫын кулӑшла туйӑнчӗ, анчах, ҫыннӑн питне тинкеререх пӑхсан, вӑл хӑраса ӳкрӗ — вӑл, ку ҫын калама ҫук йывӑр чирпе чирленине ӑнланса илчӗ.

Сначала маятникообразные, мерные кивания мужика казались ему курьезными, производимыми для всеобщей потехи, но когда он вгляделся в лицо мужика, ему стало жутко, и он понял, что этот мужик нестерпимо болен.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Вери сулланса тухса каять.

Сама Верка не раз уходила покачиваясь.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл пӗрехмай тупӑк пуҫӗнче, сылтӑм аллипе тутине хупласа, каялла-малалла сулланса ларчӗ.

Он все время сидел во главе гроба, прикрывая правой рукой губы, шатаясь вперед-назад.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫул ҫинче боецсем ӑна кӑшкӑрса чараҫҫӗ: «Аникей Борисович, санӑн утӑ ӑшӗнчен тахшин урисем сулланса пыраҫҫӗ…» теҫҫӗ.

А его бойцы говорят: «Аникей Борисович, у тебя из сена чьи-то ноги трепыхаются…»

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ун пуҫӗ тӗлӗнче хунар сулланса тӑрать, — ҫакна пула ҫирӗп сӑн-пичӗ тӑрӑх мӗлкесем шӑваҫҫӗ, хӑй пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе кӳлӗнсе тӑрать.

Фонарь качался над его головой, — по крепкому лицу его ползали тени, весь он был напряжен.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Питӗрти обывательсем, хулара нимӗҫсем нимӗн ӗҫсӗр ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе сулланса ҫӳрени ҫине пӑхса, пӗр-пӗринпе вӑрттӑн пӑшӑлтатса калаҫнӑ.

Питерские обыватели перешептывались, глядя на кучки немцев, без дела шатающихся по городу.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗр вӑхӑт вӑл калле-малле сулланса илчӗ, унтан вара ҫуначӗсемпе ҫат-ҫат ҫапкалашма пуҫларӗ, кукареку! тесе кӑшкӑрса ячӗ те чӑхсем еннелле ӑсран кайнӑ пек ыткӑнчӗ.

Некоторое время он бессмысленно качался взад-вперёд, а потом вдруг отчаянно замахал крыльями, закукарекал и как полоумный кинулся к стайке кур.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ашшӗ лайӑх кӑна пӗҫерккӗ панӑ хыҫҫӑн пуҫне усса ҫак таврара сулланса ҫӳренӗ чух сирень тӗмӗ айӗнче ларакан сӗтеле асӑрхарӗ.

После отцовского нагоняя он печально слонялся по торгу и вот тут-то увидел под кустом сирени стол.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чирлӗ, аманса суранланнӑ ҫынсем, пылчӑклӑ, тумхахлӑ ҫулсем тӑрӑх лавсем ҫинче сулланса пынисем, ҫав вӑхӑтра таса кровать ҫинчен те, вӗретнӗ шыв ҫинчен те пулин шухӑшламаннисем — эпирех пулнӑ-ши?..

Неужели это мы, больные, раненые, тряслись на повозках по грязным, неровным дорогам, не помышляя даже о чистой кровати, о кипяченой воде?..

Эпилог // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Выҫӑ ҫамрӑксем хушшинче текех, ним тӗлне пӗлмесӗр — хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, кукша, сарлака янах шӑммиллӗ, пысӑк хырӑмлӑ, ҫинҫе ураллӑ, тӗмӗн пысӑкӑш ҫӑварлӑ та лаша шӑлӗсем пек шӑллӑ, ҫавӑн пирки мӑшкӑлласа «Хӗрлӗ лаша» тесе ят панӑ этем сулланса ҫӳретчӗ.

Среди голодной молодёжи бестолково болтался рыжий, плешивый, скуластый человек с большим животом, на тонких ногах, с огромным ртом и зубами лошади, — за эти зубы прозвали его Рыжий Конь.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ку вырӑнсем вӑрманлӑ вырӑнта пулнипе нимӗҫсем кунта гарнизон тавраш тытман, хӑшпӗр чухне пыркаласа кайнӑ, мӗншӗн тесен сӗм вӑрманти сукмаксем тӑрӑх сулланса ҫӳреме вӗсем шикленнӗ.

Фашисты знали, что места эти глухие, гарнизона здесь не держали и наезжали редко, так как побаивались ездить лесными дорогами.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех