Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

спектакльпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем Г.Луч пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе округ шайӗнчи конкурса та хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Кашни ҫул куракана ҫӗнӗ спектакльпе савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Ҫав вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ спектакльпе пирӗн Чулхулана каймаллаччӗ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула ҫитсе килме тӳр килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе таврӑнтӑмӑр // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%88%d1% ... bca%d1%80/

«Спектаклье музыка енчен илемлетни» номинаци ҫӗнтерӳҫи – «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльпе ӗҫленӗ Лолита Чекушкина композитор.

победителем номинации «Лучшее музыкальное оформление спектакля» стала композитор Лолита Чекушкина, работавшая над спектаклем «Угаснет свет во мне – а ты гори!»

«Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31397.html

Хӗл килсе ҫитсен станица клубне пымалли ҫула тап-таса якатса аслӑлатрӗҫ: паян кунта кино е лекци, ыран — спектакльпе ташӑсем е пуху; клубра халӑх лӑк тулли пулман каҫ пулса курман-ха, — унӑн ҫурчӗ пурне те шӑнӑҫтарма та пултараймасть.

С приходом зимы широкой и хорошо утоптанной лежала снежная дорога в станичный клуб; сегодня тут кино или лекция, завтра спектакль с танцами или собрание; не было такого вечера, чтобы в клубе не толпился народ.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ тем-тем те куртӑм, ҫавӑнпа мана спектакльпе тӗлӗнтереймӗн, хӑратаймӑн…

Я кое-что видел, поэтому меня этим спектаклем удивить сложно, не испугать…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсем спектакльпе питех интересленмен ҫав, ытларах вӗсем пылак рис пашалуне тата улма-ҫырла чӑмланӑ, арбуз тӗшшисем кӑшланӑ.

Представление, однако, почти никого из них не интересовало, они приехали в основном посидеть под сценой, поесть печенья, фруктов да пощелкать семечки.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Ҫав спектакльпе ман темӗн чухлӗ ӗҫ капланчӗ.

У меня куча дел со спектаклем.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальхинче те лайӑх спектакльпе савӑнтарнӑшӑн артистсене куракансем ура ҫине тӑрса темӗнччен алӑ ҫупса тав турӗҫ.

И в этот раз артистов, порадовавших хорошим спектаклем, зрители поблагодарили, встав на ноги и очень долго аплодируя.

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Театр ҫулталӑкне халалласа Хусанта К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ спектакльпе, ҫитменнине камитпе, килессине пӗлсенех пирӗн редакци телефонӗ пӗр вӗҫӗмсӗр шӑнкӑртатма чарӑнмарӗ.

Когда стало известно о приезде в Казань в честь года театра Чувашского государственного академического драматического театра имени К.Иванова со спектаклем, да вдобавок с комедией, телефон нашей редакции не переставал звонить без конца.

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Спектакльпе ӗҫлеме пуҫличчен поэтӑмӑрпа ҫыхӑннӑ кашни пӗчӗк пулӑма, саманта хаҫатра, кӗнекере вуласа ӑса хыврӑм.

До начала работы над спектаклем через газеты, книги вникал в каждое маленькое событие, момент, связанные с поэтом.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫак спектакльпе Орелта иртнӗ театрсен фестивальне ҫитрӗмӗр.

Этим спектаклем мы прибыли на фестиваль театров, который проходил в Орле.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫав спектакльпе ялсене тухса ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Сезона ҫӗнӗ спектакльпе пуҫласси йӑлана кӗнӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех