Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сортировка сăмах пирĕн базăра пур.
сортировка (тĕпĕ: сортировка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйран килекен тырӑ тасату, сортировка, калибровка процесӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли — тухӑҫа пухса кӗртесси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... si-3912320

Палӑртнӑ вырӑнсенче ҫак комплекссем хута кайсан 2026 ҫул тӗлне йӑлара усӑ курнӑ хытӑ каяша 100 процент таран сортировка тума пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫут ҫанталӑк — пысӑк пуянлӑх // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bba%d1%85/

Ҫакна шута илсе малашне Патӑрьелӗнче, Канаш тата Муркаш тӑрӑхӗсенче ҫулталӑкра 30 пин тонна ҫӳп-ҫап сортировка тӑвакан комплекс тума палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫут ҫанталӑк — пысӑк пуянлӑх // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bba%d1%85/

2012 ҫултанпа ялта «АгротТансПорт» яваплӑхӗ чикӗленнӗ обществӑн производство бази (пӗрчӗллӗ культурӑсем, хӗвелҫаврӑнӑш) туса илесси, 2013 ҫултан — «Цеолиты Поволжья» уҫӑ акционерла общество (производство хӑвачӗсене вак-тӗвекпе сортировка комплексӗ, типӗтмелли тата хӗртмелли лини, порошоксене механикӑлла, сывлӑшпа тата ультрасасӑллӑ классификацилесси, виҫсе упаковкӑласси тата регистраци кӗрет) вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla

Вӑрлӑхне уй-хире ӑсатиччен Grimme сортировка агрегачӗ витӗр кӑларса суйлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Сортировка пӗр тикӗс кӗрлет те кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Ҫак чӑнлӑха ӑша хывакансем Канашри муниципаллӑ округра та ҫук мар, кун пек мал ӗмӗтлӗ хуҫалӑхсен кӗлет-складӗнче сортировка сассине пуш уйӑхӗнчех илтме май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Пирвайхи йӗтӗн шӑммисем конвеер тӑрӑх сортировка патӗнчен кӗлте паракан патне, унтан машина патне шуса кайрӗҫ те, вара сӑрӑрах пурҫӑн тӗслӗ йӗтӗн сӳсӗн пирвайхи пайӑрки сӗтел ҫине мухтавлӑн тухса выртрӗ.

Первые порции шуршащей тресты пошли по конвейеру от сортировки к подавальщику, оттуда к машине, и первый пучок сероватого шелковистого льноволокна торжественно лег на стол.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Концесси килӗшӗвӗн шайӗнче ҫӳп-ҫапа сортировка тӑвакан комплекспа тивӗҫтернӗ коммуналлӑ хытӑ каяшсен полигонне йӗркеленӗ тата ҫӳп-ҫапа пушатса тиекен, унӑн уйрӑм тӗсӗсене сортлакан станци тунӑ.

В рамках концессионного соглашения построены полигон твердых коммунальных отходов с мусоросортировочным комплексом и мусороперегрузочная станция с элементами сортировки.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Малтан ӑна сортировка тӑвӗҫ.

Сначала его отсортируют.

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫак ҫыхӑнура сортировка ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Шупашкарти реле хӳтӗлевӗпе автоматика специалисчӗсен квалификацине ӳстерекен институт тата хамӑр институт инженерӗсем Ҫӗрпӳри хӑмла фабрикинче продукцие тасатакан агрегат /сортировка/ пуҫласа пухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех