Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сахалтарах (тĕпĕ: сахал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аталану шайӗ енчен илсен, пур чӗлхе те пӗр виҫере тӑмасть: пӗри вӑйлӑрах аталаннӑ, тепри сахалтарах, пӗр чӗлхипе тем тӗрлӗ литература та пур, унӑн нормисем те тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫырулӑхӗ пулса кайни те темиҫе ҫӗр ҫул ҫитет, теприн нормисем вара анчах йӗркеленме тытӑннӑ е йӗркеленсе ҫитеҫҫӗ, ҫырулӑхне туни те 50 — 60 ҫул кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кӑнтӑрла иртсен, темшӗн, Етӗрне енчен машинӑсем сахалтарах килме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫӗрпе выльӑх-чӗрлӗхе Турӑ вырӑнне хуракан ансӑр тавракурӑмлӑ ҫынсемпе сахалтарах калаҫни усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сахалтарах вӗреннӗ пирки ҫак яла юлнӑ та — вӑл ухмах.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Капӑртарах, хӳхӗмрех тумланса ҫӳрес килет, анчах ялта ун пек хӑтланни усӑсӑр: ваттисем тиркеҫҫӗ, ялти каччӑсем хӑйсем те ҫи-пуҫ хӑтлӑхӗ ҫине сахалтарах пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эп Аркаш ашшӗ ҫинчен сахалтарах ҫырнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Поварсем аша нормӑпа пӑхнинчен сахалтарах хурса параҫҫӗ», — терӗ тепри.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ара, колхоз ӗнисем мана ферма пуҫлӑхне лартни ҫинчен пӗлсен сӗтне качакаран та сахалтарах антарма пуҫлӗҫ».

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сире пула сӗт сахалтарах сумалла-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫил кӑштах лӑпланнӑ та, юр сахалтарах вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пуҫ ал арманӗ пек ҫаврӑннӑ хушӑра ӗҫ ҫинчен сахалтарах шухӑшларӑм пулмалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Пуҫӑм юлашки вӑхӑтра ал арманӗ пек ҫаврӑнать те, ӗҫ ҫинчен сахалтарах шухӑшларӑм пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ҫӗр ҫинче пӗр усал сахалтарах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ыттисенчен сахалтарах кулчӗ, Ишмук ҫине шанман пек темиҫе хутчен ҫивчӗ куҫӗпе сӑнаса пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку енче пире чӑрмантаракан хуласем сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫхи техникумра вӗренет, хӗр шырама чӑнах та вӑхӑчӗ сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

2022 ҫулта Раҫҫей ФАСӗн Чӑваш Енри Управление 321 заявлени пуҫтарӑннӑ имӗш, кӑтарту тата та маларахри ҫултан, 2021-мӗшӗнчен 30 процент сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Юр кӑна сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Ан ӗненӗр вӗсене, Ревлен Петрович, витресем, чӑнах та, хаклӑ япаласем пек, сахалтарах, ҫавӑнпа та пӗрне запасра тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӑванӗ-кӳршипе те сахалтарах хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех