Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сахалтарах (тĕпĕ: сахал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ыттисенчен сахалтарах кулчӗ, Ишмук ҫине шанман пек темиҫе хутчен ҫивчӗ куҫӗпе сӑнаса пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку енче пире чӑрмантаракан хуласем сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫхи техникумра вӗренет, хӗр шырама чӑнах та вӑхӑчӗ сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

2022 ҫулта Раҫҫей ФАСӗн Чӑваш Енри Управление 321 заявлени пуҫтарӑннӑ имӗш, кӑтарту тата та маларахри ҫултан, 2021-мӗшӗнчен 30 процент сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Юр кӑна сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Ан ӗненӗр вӗсене, Ревлен Петрович, витресем, чӑнах та, хаклӑ япаласем пек, сахалтарах, ҫавӑнпа та пӗрне запасра тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӑванӗ-кӳршипе те сахалтарах хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Вӑт ҫавна пула ӗнтӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе сахалтарах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ҫавна май ялти ҫынсем, пӗр-пӗрне лайӑх палламанран, пӗр-пӗринпе сахалтарах хутшӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

— Чипер туса пӗтерсен, ай-яй лайӑх вите пулать вӑл, таврара пӗрремӗш ферма, анчах ӗҫлекен алӑсем сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юн янӑран США пӗрремӗш президенчӗ вилнӗ хыҫҫӑн (1799 ҫул) ҫак меслетпе сахалтарах та сахалтарах усӑ курнӑ, тепӗр 50 ҫултан вӑл анахронизм пулса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Ун чухне вара ҫынсене сахалтарах арестлӗҫ.

Тогда будет меньше арестов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах пурпӗрех вӑл санран сахалтарах ӗҫлесе илет.

А зарабатывает она еще меньше тебя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хам шухӑшлатӑп ӗнтӗ: «Выляса илетӗп те анне каҫхине ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре ҫур бутылка вырӑнне тулли бутылка краҫҫын пулать. Выляса ярсан краҫҫынне сахалтарах илӗп», тетӗп хайхи.

А сам думаю: «Вот выиграю, мама вечером придет с работы и вместо полубутылки найдет полную бутыль керосина. А если проиграю, куплю немного меньше керосина».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫынсем сахалтарах ҫӗрте, ҫак шӑв-шавран аяккарахра, темиҫе мӑшӑр ташлани курӑнать.

Там, где толпа немного редела, в стороне от этой толкотни, кружилось несколько пар молодежи.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ вӗсене апат сахалтарах пама хушрӑм.

Я урезал им паек.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Республика Правительстви пулӑшу панине кура, «Специализированный застройщик СМУ-60» тулли мар яваплӑ общество Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫурта ҫулталӑкран та сахалтарах тапхӑрта туллин пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

— Учрежденисенчи хӗрсемпе телефонпа сахалтарах калаҫмаллаччӗ, вӗсемпе ҫуршар сехет пакӑлтатма вӑхӑт тупатӑн пулӗ-ха эсӗ, ыратмасть сан шӑлу, шӑл ыратакан вӑхӑта хӗрхенмесӗрех тухтӑр патне каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Лесник патне хӑна килнӗ-мӗн те, иккӗшӗ ӗҫнӗ, анчах эрехӗ сахалтарах пулнӑ, «картне ларман».

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Этеме мӗн чухлӗ сахалтарах кирлӗ, вӑл ҫавӑн чухлӗ ытларах телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех