Шырав
Шырав ĕçĕ:
сассӑнта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Страницăсем:
- 1