Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантран (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫав самантран пуҫласа княҫран чун ҫивӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Тепӗр самантран ачасем лартнӑ машинӑсем тапранса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тепӗр самантран аса илчӗ Ҫимун ӗнерхи мунча хыҫҫӑн мӗн-мӗн пулса иртнине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Самантран вӗсем те Макарпа иккӗш шывраччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр самантран шыв шампӑрт! туни, Улька ахӑлтатса кулни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑнах та, тепӗр самантран карта алӑкӗн сасси пулчӗ, ҫавӑнтах сысна нӑриклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр самантран Хумкка ҫырмари бригада витинчен хӑй юратакан кӑвак лашана кӳлсе те хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, самантран тӑрантас кӳлсе, икӗ витре эрех илчӗ те Энӗшкассине тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан тепӗр самантран никам кӗтмен ҫӑмӑллӑхпа та хӑвӑртлӑхпа ирӗк аллине хура маска пӗҫ хушшине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем самантран вокзала виҫӗ арҫын пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Тепӗр самантран арҫын канистра илсе ман пата утса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Хӗветӗр тӳрех хирӗҫ чӗнмерӗ, самантран тин: — Эпӗ ҫынна ытлашши мухтама юратманнине эс, Йӑван, хӑвах лайӑх пӗлетӗн, — терӗ вӑл шухӑшлӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле хӑранипе сиксе илчӗ, малтан яла вӑрҫӑ ҫитрӗ тесе хӑранӑччӗ, анчах самантран ҫакӑ ҫурхи пирвайхи аслати пулнине ӑнланчӗ те пӗр халат вӗҫҫӗн картишне чупса тухрӗ, пиҫиххине салтрӗ, халатне хыврӗ те ҫумӑр айне утрӗ, мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах тепӗр самантран тӑчӗҫ иккӗш тӗлӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Самантран вӗсемпе танлашрӗ те, сасартӑк ун ҫурӑмӗ ҫинче ҫунатсем сарӑлма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Тепӗр самантран Шывхуҫипе ывӑлӗ Эсекеле лартса тронӗ-мӗнӗпех уҫлӑхалла хӑпарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Тем самантран Ванюк темле кӗнеке йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Самантран чӳречисене йӑлтӑртаттарса, хальхинче хирӗҫ еннелле, каллех кӗмсӗрти васкавлӑ пуйӑс иртсе кайрӗ.

И в другую сторону, сверкая огнями, с громом пронесся еще один скорый поезд.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Самантран хушса хучӗ:

Потом прибавил:

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫак самантран ҫуралчӗ те ӗнтӗ ман чунра ӳкерсе айланас чӑтӑмсӑр туртӑм, вӑл ӳсӗмре тем парсан та «хупӑ» удавпа «уҫӑ» удавсӑр пуҫне никама та урӑх япала ӳкерттерейместӗн.

Не так это просто — в моем возрасте вновь приниматься за рисование, если за всю свою жизнь только и нарисовал что удава снаружи и изнутри,

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех