Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантран (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен вара пирӗн ҫын аталанӑвне вӑл ҫуралнӑ самантран тытӑнса мӗн ӳссе ҫитичченхи тапхӑрччен патшалӑх хутшӑнмалли лайӑх тата шайлашуллӑ тытӑм туса хумалла.

В итоге мы должны создать стройную и сбалансированную систему участия государства в становлении человека с момента рождения до его взросления.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫемьесене ачана ҫуралнӑ самантран тытӑнса ҫула ҫитичченех асӑрхаса тӑмалли пулӑшу паракан пачах ҫӗнӗ тытӑм йӗркеленет.

Формируется кардинально новая система поддержки семей в целях сопровождения ребенка с момента рождения до достижения совершеннолетия.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Тепӗр самантран Ивановпа Пазухин, хӑпӑл-хапӑл тумланса, картишне чупса тухрӗҫ, Григорьевсем валли пар лаша кӳлчӗҫ, пӗкӗрен шӑнкӑрав ҫакрӗҫ, хӑйсем валли тата тепӗр лаша кӳлсе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви укҫана хӑвӑрт ярса илчӗ те шӑлавар кӗсйине персе чикрӗ, тепӗр самантран урамалла тухса шӑвӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тепӗр самантран паҫӑрхи сасӑ каллех пӗччен юрлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак самантран вӑл арӑмне курайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малтанах Макар нимӗн те калаймарӗ, ӗненмен пек, карточкӑна тытса пӑхрӗ, тепӗр самантран тин ҫӑвар уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тепӗр самантран хӗр хаваслӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тепӗр самантран ун асӗнчен пукане пек тумлантарнӑ ачаш графиня та, балра ташлакан чаплӑ кавалерсем те ҫухалчӗҫ: вӑл хӑй умӗнчи хаяр чӑнлӑха курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня, ыйхӑ тӗлӗшпе кулкаласа, анасласа ларатчӗ — тепӗр самантран унӑн ыйхи вӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тепӗр самантран салтса янӑ пуслӑх ҫӳлелле тапса хӑпарать те, утӑ лавӗ кӑркка хӳри пек кӑпкаланса ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Икӗ хутчен тутлӑн анасларӗ те тепӗр самантран лӑпкӑн харлаттарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тепӗр самантран чӗлхисемпе ҫуласа шӑпӑртаттарни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тепӗр самантран вӑл кӳршӗсен чӳречи умӗнче янлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр самантран аллисене хыҫалалла туса ҫыхнӑ Мамич-Бердее илсе те тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак самантран пуҫласа эсӗ пирӗн турӑ аллинче, вырӑс патшин, Мускав самодержецӗн аллинче шутланатӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахмедзян ҫине тӑнине кура хуралҫӑ хурал пуҫлӑхне чӗнчӗ, тепӗр самантран ӑна вӑрҫа-вӑрҫа кремле кӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр самантран иҫниксем иккӗшӗ те ҫерем ҫинче ним пӗлми выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Туссем аллисене ҫапрӗҫ те, тепӗр темиҫе самантран анкартине трактор илсе кӗрттерчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

— Шӗпӗн, вӗрентме пӑхать тата, — тем самантран тин вӑрҫса илчӗ Элекҫи, хурана кӗмен какай татӑкӗсене ҫака чӗресе хурса.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех