Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Артаксеркс патша Ездра священника, Израильре Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсемпе саккунӗсене вӗрентнӗ кӗнекеҫӗне, панӑ ҫырура ҫапла каланӑ: 12. «Артаксеркс, патшасенӗн патши, — Ездра священника, тӳпери Турӑ саккунне тӗплӗ пӗлекене» тата ытти те.
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Анчах Ииуй ӗнтӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн саккунӗсене чунтан пӑхӑнса пурӑнма тӑрӑшман.31. Но Ииуй не старался ходить в законе Господа Бога Израилева, от всего сердца.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ; 57. пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире, 58. пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар; 59. эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ, 60. вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ; 61. сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ, 5. Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ; 6. эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ; 7. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ, 8. эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн; 9-10. Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ халӗ Ҫӳлхуҫана Вӑл хӑвӑн Турру пулӗ тесе каларӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳрӗп, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн ӳкӗчӗсене, Унӑн саккунӗсене тытса тӑрӑп, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑп терӗн; 18. халӗ сана Ҫӳлхуҫа та сӑмах пачӗ: Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне тытса-туса пурӑнсассӑн, эсӗ, Хӑй сана каланӑ пек, Унӑн тивӗҫлӗ халӑхӗ пулӑн, 19. Хӑй каланӑ пек, Вӑл сана Хӑй пултарнӑ пур халӑхран та мала кӑларӗ, пуринчен те хисеплӗрех, мухтавлӑрах, чаплӑрах тӑвӗ, эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ пулӑн.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей хӑйӗн хуньӑшне каланӑ: халӑх ман патӑма Турӑ сутне ыйтма килет; 16. вӗсен мӗнле те пулин ӗҫ сиксе тухсассӑн, вӗсем ман патӑма килеҫҫӗ, эпӗ вара пӗринпе тепӗри хушшинчи тавӑҫа татса паратӑп тата [вӗсене] Турӑ йӗркисене, Унӑн саккунӗсене пӗлтеретӗп, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш Республикин «Раҫҫей Федерацийӗн коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан саккунӗсене улшӑнусем кӗртнӗ май Чӑваш Республикин уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 6 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2015, 5 №) 8 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 1-мӗш пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче «яланхи йӗркепе» сӑмахсене кӑларса пӑрахас; 2) 2-мӗш пайра «яланхи йӗркепе» сӑмахсене кӑларса пӑрахас; 3-мӗш пайра «яланхи йӗркепе» сӑмахсене кӑларса пӑрахас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№