Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑнтӑрскер мар, анчах пит те ҫемҫешке ӳтлӗскер, вӑл ӗнтӗ шӑши тытма пултарайман ватӑ кушак пек туйӑнатчӗ, тутӑ пурӑнӑҫпа йывӑрланса кайса, хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗсемпе савӑнӑҫӗсем ҫинчен аса илсе хӗпӗртенипе мӑрласа ҫеҫ ҫӳрекен ватӑ кушак пекчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Колхозниксен те, тинӗс тӑрӑхӗнчи каччӑсен те кашнинчен хӑйӗн савӑнӑҫӗсем, унран та ытларах тата хуйхи-суйхийӗ пур.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Амӑшӗ хӑйӗн хӑтипе ҫыхланса кайнине хула ҫыннисем тахҫанах пӗлнӗ, вара, ҫакӑншӑн ӑна хыттӑн сивлесе, унран аяккалла пӑрӑннӑ, ятлӑ ҫынсем хӑйсен хӗрӗсене, Наталья тусӗсене, Наталья патне — аскӑн хӗрарӑмӑн хӗрӗ, ютран килнӗ темле мужикӑн кинӗ мӑнкӑмӑллӑ та чӗмсӗр упӑшкан арӑмӗ патне ҫӳреме чарнӑ; хӗр чухнехи пурнӑҫӑн пӗчӗк савӑнӑҫӗсем халӗ Натальйӑшӑн ҫав тери пысӑк та илемлӗ пулнӑ пек туйӑннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫуртасем ҫап-ҫуттӑн, чӳхенсе ҫунаҫҫӗ, катафалк йӑлтӑртатать, ун хыҫҫӑн капӑр тумланнӑ халӑх утса пырать; хӗвел хӗртсе пӑхать, пӑчӑх сывлӑшпа урамри тусан витӗр ҫамрӑк ҫуркуннен ырӑ шӑрши варкӑшса килет, вӑл уй-хирелле, ҫемҫе те ҫӗнӗ ешӗл курӑк кӗҫҫи ҫинелле чӗнет; пурнӑҫӑн мӗнпур савӑнӑҫӗсем ҫинчен калать, катафалк ҫинчен вара пӗр сассӑр та хӑрушшӑн вилем сывлӑшӗ сарӑлать, вилӗ пуҫ тытӑнкӑсӑр сулланкаласа пырать; пытару юрри вӑраххӑн тӑсӑлса илтӗнкелет, пытару маршӗ янӑрать, е чӗрене хурлӑхлӑн касса ыраттарса илет вӑл, е чӗрешӗн хаклӑ та ҫывӑх ҫын часах тӑвӑр шӑтӑка кӗрсе выртса, ӗмӗрлӗхех куҫран ҫухаласса аса илтерет.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӗсен савӑнӑҫӗсем ҫуралнӑ темелле.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унпа пӗрлех юлашки тӗл пулнишӗн савӑнни ҫумне юлашки ҫапӑҫура ҫӗнтернин савӑнӑҫӗсем пӗрлешрӗҫ, ҫавна пула та Юргин хӗвел ҫутинчи алмаз пекех ялкӑшрӗ…
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Телейлӗ юратӑвӑн мӗнпур савӑнӑҫӗсем те ун умӗнче нимӗн те мар: вӑл ҫын чӗрине ӗмӗрлӗхех тап-таса килӗшӳлӗхпе, чи таса мӑнкӑмӑллӑхпа тултарать.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1