Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

решетиловкӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ каҫ пулса иртнинчен те хытӑ тӗлӗнчӗ; ҫӑвӑнчӗ, мӗн май килнӗ таран лайӑхрах тумланчӗ, хайхи леш, запорожецсенчен илнӗ тумтирне тӑхӑнчӗ, арчаран вил путек тирӗнчен решетиловкӑра ҫӗлетнӗ кӑн-кӑвак тӳпеллӗ ҫӗнӗ ҫӗлӗкне кӑларчӗ, Полтавӑра пурӑннӑ чух туяннӑранпа та тӑхӑнманччӗ-ха вӑл ӑна, тӗрлӗ тӗслӗ йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пиҫиххине те кӑларчӗ; ҫаксене пурне те саламачӗпе пӗрле тутӑрпа чӗркерӗ те вара, тӳрех Чуб патне тухса утрӗ.

И удивился чудному происшествию минувшей ночи; умылся, оделся как можно лучше, надел то самое платье, которое достал от запорожцев, вынул из сундука новую шапку из решетиловских смушек с синим верхом, который не надевал еще ни разу с того времени, как купил ее еще в бытность в Полтаве; вынул также новый всех цветов пояс; положил все это вместе с нагайкою в платок и отправился прямо к Чубу.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех