Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӗҫереттӗм (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апат пӗҫереттӗм, кӗпе ҫӑваттӑм.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Унтан, рис ҫителӗклӗ пухӑнса ҫитсен, эпӗ рисран апат хатӗрлеме пуҫларӑм, ҫӑкӑр мар (ӑна пӗҫерме манӑн савӑт-сапа пулмарӗ), пашалу пек япала пӗҫереттӗм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унӑн ӗнтӗ эпӗ хамӑн анне вилсен тертленнӗ пек тертленмелле пулмасть. Эпӗ пӗчӗк йӑмӑксене кӗпе-йӗм ҫуса параттӑм, ҫӗтӗк-ҫатӑксене саплаттӑм, апат-ҫимӗҫне пӗҫереттӗм, завода та чупаттӑм…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Страницăсем:
- 1