Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗркеленӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рамоспа Аррелано пӗр шанӑҫ ҫуккипе хӑйсен вӑрӑм уссийӗсене пӗтӗркеленӗ.

Рамос и Ареллано безнадежно теребили свои длинные усы.

I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Евдокия Ивановна Нагорная пӳрнисемпе шел тутӑр яраписене пӗтӗркеленӗ, вӑл нимӗн те илтмен, мӗншӗн тесен Сергей килнӗренпе унӑн шухӑшӗсем пӗтӗмпех килӗ енче пулнӑ.

Евдокия Ивановна Нагорная перебирала пальцами махры своей шали и ничего не слышала, ибо с приходом Сергея ее мысли вдруг обратились к дому.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Есаул Калмыков, усӑк мӑйӑхне пӗтӗркеленӗ май, монголсенни пек хӗсӗк те йӑлтӑркка куҫӗсене ҫивӗччӗн ҫутӑлтарса ларчӗ.

Есаул Калмыков сидел, обминая вислые усы, остро поблескивая горячими монгольскими глазами.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Прокофий ҫак вӑхӑтра пӗр сӑмах та каламан, вӑл е инҫере ҫуттӑн тӑсӑлса выртакан сӑрт-тусем ҫине шухӑшлӑн пӑхса илнӗ, е уссине тӑрӑшсах пӗтӗркеленӗ, куҫӗсенчи хӗлхем калама ҫук вӑйлӑн ялкӑшнӑ.

А Прокофий в это время не говорил ни слова и то задумчиво смотрел на серебрившийся вдали хребет гор, то озабоченно крутил усы.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Шутласа кӑлартӑм вара: виҫӗ кӗренкеллӗ кире пуканне ал шӑллипе чӗркерӗм те, Поликарп кил картине йӑпшӑнса кӗтӗм, вӑл ан илттӗр тесе, ҫаруран утрӑм, вара, вӑл уссине пӗтӗркеленӗ вӑхӑтра, эпӗ ӑна ӗнсерен пӗтӗм вӑйпа шаплаттартӑм.

И придумал: обернул трехфунтовую гирьку полотенцем, прокрался к Поликарпу на баз, шел босиком, чтобы он не услыхал, и, пока он усы крутил, я его и тяпнул в затылок со всей мочи.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех