Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтнӗ (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь йӑлтах аманса пӗтнӗ мӗскӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Халь ун ҫине кӑштах тусан ларнӑ, унӑн ылтӑнланӑ-кӗмӗлленӗ вырӑнӗсем те тӗксӗмленнӗ, чӗркеленсе пӗтнӗ, анчах хӗлӗхсем пӗрре те татӑлман.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл хула хӗрринче пурӑннӑ, ҫав каҫхине театртан таврӑнаканскер, спектакль пӗтнӗ хыҫҫӑнах килне васкаман, ҫумӑр кӑштах чарӑнтӑр-ха тесе, хӗр-тантӑшӗ патне кӗрсе ларнӑ, вара автобуссенчен те тӑрса юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Конвой йӑлтах пӗтнӗ, совет салтакӗсенчен те вунпӗр ҫын вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сергей Тихонович чӑлантан ҫӗнӗ чӑматан йӑтса тухрӗ, унтан пире ҫурӑлса, пульӑсемпе шӑтса пӗтнӗ кивӗ шинель тата папаха кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ишӗлсе пӗтнӗ ферма ҫурчӗсем, ырханланса кайнӑ выльӑх-чӗрлӗх, председательсене шанма, ӗненме пӑрахнӑ, сивӗрех сӑнлӑ колхозниксем…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Е тата ҫаппа-ҫарамас Эльвира катӑлса пӗтнӗ, тутӑхнӑ ҫӗҫӗ тытнӑ та ачипе пӗрле ҫывӑракан Светланӑна чиксе пӑрахма пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Смена пӗтнӗ хыҫҫӑн эпӗ кашни цехах кӗрсе тӗрӗслесе тухатӑп, — пӗр пӳрнине мӑнкӑмӑлӑн ҫӳлелле ҫӗклерӗ Антон Петрович.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑй пӗтнӗ пек туйӑнни кӑна пур-ха.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫӑмӑлттай е ирсӗр ҫын ачасӑррине те улталать, ун пек ҫыншӑн тепӗр ҫын чӗри ҫунни нимӗн те мар, уншӑн вӑл ҫунса пӗтнӗ пируса пӑрахнӑ чухлӗ те шел мар.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Суя мухтав ярапине Вӗлкӗштерен ҫил хӳрисемшӗн Эс — пӗтнӗ ҫын ун пек чухне, Сана вӗсем шыва тӗртесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тепӗр тӗслӗх: «Тӗнченӗн мехелӗ ҫапла куран: пӗри пӗтнӗ ҫӗре тепри пулса тӑрать» (вырӑсла: «ко времени гибели одного возникает другое»).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

XIX ӗмӗр вӗҫнелле гренланди тата яка китсен популяцийӗсене пӗтӗмпех тенӗ пекех пӗтнӗ.

К концу XIX века популяции гренландских и гладких китов были почти полностью истреблены.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ҫурхи ака-суха пӗтнӗ ятпа район центрӗнче пысӑк уяв иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Пӗри хӗвел пек ҫуталса тӑракан яка питлӗ ҫамрӑк ача, тепри — пичӗ пӗркеленсе пӗтнӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӑш-пӗрисен урок пӗтнӗ тем, ҫурӑм хыҫне сумкисене ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Анчах та вожатӑй уроксем пӗтнӗ тӗле тин пыма пулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Малтанхи ывӑлӗсем вилсе пӗтнӗ те, юлашки сывӑ пурӑнтӑр тесе, сутнӑ йӑлине тунӑ, значӑтцӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫлекенсем патне яланхи пекех ҫӑнӑхланса пӗтнӗ тумӗпе Иван пичче кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Раҫҫей хыҫҫӑн пӗтӗмпех пӗтнӗ Напилиюн.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех