Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтереес (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кашни килен-каян мӗн хушнине туса пӗтереес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сад пахчинче абрикос, тем тӗрлӗ крыжовник, черешня, хурлӑхан, хура хӑмла ҫырли, улмуҫҫи, груша — ҫимӗҫӗсене майласа пӗтереес ҫук!

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

— Мӗнле пӗтереес ҫук? — журнала шалт хупса хучӗ Галя, хӑй чакӑр куҫӗсемпе Толя ҫине шӑтарас пек пӑхса илчӗ, унтан зоотехник еннелле ҫаврӑнчӗ те:

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Сан телейӳ пурах та пулӗ апла, Толя, эпир кӑҫалах ку ҫурта купаласа пӗтереес ҫук.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Атӑл, Сӑр, Ҫавал таврашӗнчи вӑрмансенче мӗн-мӗн курса пӗлме пулни ҫинчен каласа та, ҫырса та пӗтереес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

— Ну, сана куншӑн тав туса та пӗтереес ҫук ӗнтӗ, Малюк, — тесе йӗкӗт хутне часрах ура тӑли хушшине салтса хӗстерчӗ.

— Ну, спасибо тебе, Малюк. Ты такое дело для нас сделала! — Парень развязал онучу и сунул было листок в нее.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам кӑна ҫук-ши вӑл пӗлӳ панӑ ачасем хушшинче: агрономсем, учительсем, инженерсем, артистсем, юрӑҫсем, тухтӑрсем – пурне те каласа пӗтереес те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Чӑнах, ӑнланса пӗтереес ҫук утӑ уйӑхӗн кӑмӑлне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫук, ырӑ рыцарь, эпӗ сире нимпе те тав туса пӗтереес ҫук» терӗ те вӑл, унӑн кӗмӗл сасси чӗтресе илчӗ.

— Нет, я не в силах ничем возблагодарить тебя, великодушный рыцарь, — сказала она, и весь колебался серебряный звук ее голоса.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫунтарса та пӗтереес ҫук кун чухлӗ.

И не сожжешь столько.

Пиллӗкмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

— Ну, пӗлетӗр-и, сирӗн пулни-иртнисене итлесе пӗтереес ҫук, — яланчӑклӑн пӳлчӗ ӑна Арчаковский.

— Ну, знаете, ваших случаев не переслушаешь, — развязно перебил его Арчаковский.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пурне те асӑнса пӗтереес те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех