Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Епископ, ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫын, пӗр айӑпсӑр пулмалла, вӑл чӑрсӑр, ҫиллемес, ӗҫкӗҫӗ, ҫапӑҫакан, мула хапсӑнакан ҫын пулмалла мар, 8. иртен-ҫӳрене хапӑллакан, ырра юратакан, таса шухӑшлӑ, тӳрӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑнакан, чаруллӑ, 9. чӑн сӑмаха епле вӗрентнӗ, ҫапла уяса тӑракан ҫын пулмалла, унӑн тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме те, хирӗҫ пыракансене питлеме те пултарас пулать: 10. пӑхӑнманнисем те, вырӑнсӑр калаҫакансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах ҫавӑн пек ҫынсем ӳт кастарнисем хушшинче нумай, 11. ун пеккисен ҫӑварне чармалла: намӑса пӗлмесӗр мулшӑн тӑрӑшнипе вӗсем кирлӗ мара вӗрентсе этеме килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ухмахланса, пӗлмесӗр тавлашассинчен пӑрӑн, ку вӑл вӑрҫӑ кӑларать, ҫавна пӗлсех тӑр; 24. Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла, унӑн чӑтӑмлӑн вӗрентме пӗлмелле, 25-26. хирӗҫ пыракансене те йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле — тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнтерсе чӑнлӑха пӗлмелле тӑвӗ, вара вӗсем хӑйсене пӑхӑнтарнӑ шуйттан танатинчен хӑтӑлӗччӗҫ.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Тимофей! хӑвна панине сыхла, юрӑхсӑр пушӑ сӑмахсенчен, пӗлмесӗр хирӗҫ тавлашакансенчен пӑрӑн — вӗсен пӗлӗвӗ суя пӗлӳ ҫеҫ; 21. хӑшӗсем ӗнтӗ ҫавӑн хыҫҫӑн кайса ӗненме те пӑрахрӗҫ.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑвансем, эсир вара малашне те ӗшенме пӗлмесӗр ырӑ туса пурӑнӑр.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ун ҫинчен сире ҫакна калам: вӑл сирӗншӗн те, Лаодики хулипе Иераполь хулинче пурӑнакансемшӗн те ывӑна пӗлмесӗр ӗҫлет.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫана асӑнса калатӑп: эсир ӗнтӗ малашне ытти халӑхсем хӑйсен ниме тӑман ӑсӗпе пурӑннӑ пек ан пурӑнӑр; 18. вӗсен ӗнтӗ ӑстӑнӗ тайӑлнӑ, нимӗн те пӗлменнипе, чӗри туйми пулса ҫитнипе Турӑ пурӑнӑҫӗнчен ютшӑннӑ; 19. туйми пулса ҫитсе, вӗсем намӑс ӗҫе ярӑнчӗҫ, пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗн чиккине пӗлмесӗр аскӑнаҫҫӗ.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ун чухне эсир, Турра пӗлмесӗр, турӑ мар япаласене турӑ тесе ӗҫлесе пурӑннӑ.8. Но тогда, не знав Бога, вы служили богам, которые в существе не боги.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Саккуна пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисем пӗтеҫҫӗ, анчах вӗсене саккун тӑрӑх сут тумаҫҫӗ; саккуна пӗлсех ҫылӑха кӗнисем вара саккун тӑрӑх айӑпа юлӗҫ.
Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх; 14. аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, вӗсене патша усал тӑвакансене хаса пама, ырӑ тӑвакансене хаваслантарма ярать, 15. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫавӑн пек: ӑссӑр ҫынсенӗн пӗлмесӗр калаҫакан чӗлхине Вӑл пире ырӑ ӗҫ туса чарма хушнӑ; 16. эпир, ирӗке тухнисем, ирӗк пуррипе усала тӳрре кӑларакан ҫынсем мар, эпир — Турӑ чурисем.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫапла ӗнтӗ, пӗлмесӗр пурӑннӑ вӑхӑтсене ирттерсе ярса, Турӑ халӗ пур ҫӗрте те пурне те ӳкӗнме хушать: 31. Вӑл ӗнтӗ Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума кун палӑртнӑ; ҫавна пурне те пӗлтерсе хума Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тенӗ Павел.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑмсем нимӗн шухӑшлама пӗлмесӗр тӑнӑ чухне сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.4. Когда же недоумевали они о сем, вдруг предстали перед ними два мужа в одеждах блистающих.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Пӗлмесӗр айӑплама тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ.48. а который не знал, и сделал достойное наказания, бит будет меньше.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫынсем Ун патӗнчен кайнӑ чухне Петр, хӑй мӗн каланине хӑй те пӗлмесӗр, Иисуса ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫырӑва та, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр аташатӑр эсир: 30. чӗрӗлсе тӑрсан авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Турӑ ангелӗсем пек пулаҫҫӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакна хирӗҫ эпӗ ҫапла каларӑм: ҫылӑха кӗрсе пурӑниччен, мӗншӗн асапланнине пӗлмесӗр пурӑниччен эпир пачах та пулманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, терӗм.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне вӗсем унчченхинчен те пысӑкрах вӑй илсе мухтава тухнӑ, хӑйсен ҫӗрӗнче никам хӗсӗрленине пӗлмесӗр пурӑнса, тӑшмансемшӗн хӑрушӑ халӑх пулса тӑнӑ, 19. унччен туртса илнӗ пурлӑхӗсене вӗсене йӑлтах сехӗрленсех хут тӑрӑх каялла тавӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Аслӑран та Аслӑ Турӑ вӗсене ҫӑлмашкӑн аслӑран та аслӑ ырӑлӑхсем кӑтартнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша вара, виҫипе чаракне пӗлмесӗр иртӗхсе, пӗтӗм суя турӑ кӗлетки умӗнче те ӗҫкӗ ирттернӗ, чӑнлӑхран чылаях пӑрӑннӑ ӑсӗ-тӑнӗпе, ирсӗр чӗлхи-ҫӑварӗпе вӑл ӗнтӗ илтме те, калаҫма та, пулӑшу пама та пултарайманскерсене мухтанӑ, аслӑран аслӑ Турӑ пирки вара юравсӑр сӑмахсем каланӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватлӑхпа йӑмшанӑран ури вӑйӗ юлманнипе пӗкӗрӗлсе аннӑ ватӑсене ушкӑнӗпех хӑваласа пынӑ; вӑйпах кӑларса яма хушнӑран вӗсене, намӑса пӗлмесӗр, хӑвӑртрах утма хистенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Филопатор вара, вӑхӑтлӑх ӑнӑҫупа мӑнаҫланса кайса, аслӑран та аслӑ Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен шухӑшлама пӗлмесӗр, малтанхи шухӑшӗнчен чакма шутламан, ҫапла тумах шухӑшланӑ, вӑл иудейсене хирӗҫ ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 9. «Птоломей Филопатор патша Египетра пурӑнакансене, вырӑнти ҫарпуҫсене тата ҫар ҫыннисене савӑнӑҫпа сывлӑх сунать.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Менелай ӗнтӗ, Андроник пӗччен чухне май тупса, ӑна Онияна вӗлерме ыйтнӑ; лешӗ, Ония патне пырса, тупа туса алӑ парса, ӑна ултавлӑн ӗнентернӗ, хӑйне шанман пулин те, вӑл Онияна тарса пытаннӑ ҫӗртен тухма ӳкӗте кӗртнӗ, вара намӑс-симӗсе пӗлмесӗр ҫавӑнтах вӗлернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.