Шырав
Шырав ĕçĕ:
2015 ҫулта ППУӗн Ҫтерлӗри филиалӗн тутар тата чӑваш филологи кафедрин преподавателӗсемпе студенчӗсем Ашкатар ялӗнчи вырӑнти калаҫупа йӑла-йӗркесене пухнӑччӗ.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Ашшӗпе пӗрле Салават пушкӑртсенчен пысӑк ҫар пухнӑччӗ те Пӑкачава пулӑшма пынӑччӗ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку таврара кӑмпа та пухнӑччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫулла эпир, ачасем, чей валли хурлӑхан, турамӑш курӑк, матрӳшке пухнӑччӗ.
Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Паян ҫакӑн синчен калаҫас тесе пухнӑччӗ сире.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пӑлхар ҫар пуҫлӑхӗсем тӑрӑшнипе пӗр вӑхӑтра пысӑк тӗп ҫар та пухнӑччӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Воеводӑсем ҫӗр пинлӗ ҫар пухнӑччӗ, Магмет-Эминь ку ҫара Муромран иртме те памарӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ятлаҫма е кӑшкӑрма тесе Гупи сывлӑш пухнӑччӗ ӗнтӗ — шӑпах ҫак кӗске самантра хӗр йӑл кулчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Сигби кӳренес тенӗччӗ, хӑйне хӑй хисепленине тивӗҫлӗ тӑрӑхлавпа хуравламашкӑн сывлӑш пухнӑччӗ те ӗнтӗ, анчах ӑна Фук ҫаннинчен туртрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Вӑл выльӑхсене эпир тӑшманӑн аркатса тӑкнӑ базисенче пухнӑччӗ.
Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Партизансен отрядне кайичченех пухнӑччӗ эпӗ вӗсене.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Виҫӗ пин те сакӑрҫӗр пухнӑччӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ҫур ӗмӗре кимӗ ҫинче ирттертӗм, хамран хам хӗрхенсех, авланас тесе, тӗрлӗрен йывӑр ӗҫре укҫа пухнӑччӗ; халӗ ак, вӑл, юриех тенӗ пек, вилсе выртрӗ, — тесе куҫҫулӗ юхтарса каларӗ вӑл.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Ӑна унччен кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пухнӑччӗ.
Берлинта чӑвашсен иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23176.html
Вӑл пуҫаруллӑ ҫынччӗ те, «Руде правона» кӑларма хӑшпӗр материалсем пухнӑччӗ, — партие тӗп органсӑр (хаҫатсӑр) хӑварма юраман.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
- 1