Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусать (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вулать, алӑ пусать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

— Ӑш пӑтранать ман, Лаврушенька, апат анмасть, темскер уҫӑ ҫимӗҫ ҫиес килнӗ пек, час-часах ыйӑх пусать, кӑкӑрӑмсем кӑтӑкланма пуҫларӗҫ, — терӗ пӗррехинче Поля.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тунсӑх пусать чӗрене.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Захар ман пӳрнесене хӑй пӳрнипе пусать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ал пусма пӗлекенни «патша хучӗ» ҫине ал пусать, ал пусма пӗлменни хӗрес лартать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗресене темскер чул пуснӑ пек пусать.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пакша кунта, ҫӑмарта ӗҫме каллех килсе, аш татӑкне курса кӗрет, хӑйӑ ҫине пусать те, арча шалт! ҫеҫ хупӑнса ларать, тесе шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Вӑрӑм ӑман лексен урипе пусать те пӗррех сӑхать, тепрех туртать, — ӑман ӑҫта пулнине курса юл!

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Паяна ыран пусать, ырана — виҫмине.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Вӑрманти пӑвансем хушшинче пурӑнни хӑй йӗрне хӑварнӑ курӑнать: вӑл пуҫне сулласа, малти урисене ҫӳле ҫӗклесе пусать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Ҫимен кун эрне тенӗ чух ҫиччӗ тултарса саккӑра пусать, — терӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пусать ҫав, — вӑраххӑн сывласа каларӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑҫат пусса парать, кӑҫат саплать, ҫӗвӗ ҫӗлет, выльӑх касать, выльӑх пусать

Валенки вялит, валенки шьет, швейными делами занимается, скот режет, скотину закалывает…

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫын аллинчи пурнӑҫ этемӗн шухӑшне тӑллать-мӗн, хӑйне ҫӗр ҫумнелле пусать, чунне вӗчӗхтерет.

Каково жить под чужим гнетом.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗрре ҫеҫ йӑнӑш ярса пусать вӑл — шӑтӑк тӗпнелле вирхӗнсе анса каять, сӑмсипе тӑпра ҫине нӑчӑк! тӑрӑнать.

И вот он оступился и полетел в тартарары, больно ткнулся носом в землю.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йӑнкӑшт, йӑнкӑшт пусать.

С хрустом приминая снег.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эреке пусать.

Водка в сон клонит.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урисем ҫӑмӑл ачалла чупса каясшӑн, Ивук хӑйне чарса пырса майӗпен те ҫӗре сӑтӑрса иле-иле пусать.

А молодые ноги так и подмывают побежать;

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуҫтахлансассӑн йӑкӑл-якӑл, Кайран вара каю пусать.

Куҫарса пулӑш

Кун-ҫул тараси // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Савӑннӑ Шахрун ярса пусать те темӗнле шӑтӑка анса каять.

Обрадованный, Шахрун делает шаг и проваливается в какую-то яму.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех