Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусать (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ХХ ӗмӗрте ҫирӗпленнӗ орфографине хӳтӗлесе СССР халӑх артисчӗсем Вера Кузьмина, Валерий Яковлев, халӑх ҫыравҫисем Анатолий Кипеч, Сергей Павлов, Раиса Сарпи, филологи докторӗсем Виталий Сергеев, Галина Семенова… чӑваш литературипе искусствинчи 150 ҫын алӑ пусать.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Хӗрачи ахаль пӗр вырӑна ҫиччӗ пусать

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑрах туяпах ҫӳрет халь Тимуш, аманнӑ урипе самаях пусать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пысӑках мар тӑваткал залра, форточкӑсенчен кӗрекен варкӑш чӳрече каррисене кӑштах хускатать пулин те, йывӑрланса ҫитнӗ сывлӑш кӑмӑла сӳрӗклетет, шӑм-шака пусать; чылайранпа тӑхтав-мӗн туса пӳлӗме уҫӑлтарманни, канашлӑва пухӑннисем хӑйсем те кӑштах уҫӑлманни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Карабинӑн чӗнӗ ахаль те халтан кайнӑ салтакӑн хулпуҫҫине хытӑ касать, мӗнпур ӳт-пӗве темӗнле куҫа курӑнман йывӑрлӑх пусать

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ку кичем ӳкерчӗке сӑнанӑ май чун-чӗрене тапхӑр-тапхӑр тунсӑх пусать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Икӗ-виҫӗ утӑм ярса пусать те хӗрарӑм пӗр самант канса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӗттӗмре хӑй турчка тимӗрӗ ҫине пусать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑлан мӑйраки ылттӑнтан, Чӗрни вӗҫӗ кӗмӗлтен; Мӑйракипе шӑйӑрать те йӗр тӑвать, Чӗрнипе пусать те ҫул тӑвать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шутласан — чыхӑнать ман типӗ пыр, Пӑванать чунӑм, касӑлать чӗре, Хутран-ситрен хуйхӑ пуҫа пусать ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ну, ентешӗм, асту, ҫывӑрса ан кай: ӗшеннӗ ҫынна ыйхӑ ту пек пусать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Анчах ҫак самантра гитлеровецсен тепӗр ушкӑнӗ хӗвеланӑҫ енчен сӑртлам ҫине ҫӗкленет, юрать, вӗсене Янеев асӑрханӑ-мӗн: хӑйӗн пулемет гашетки ҫине пусать те ҫавӑнтах фашистсене ҫулса пӑрахать, чӗрӗ юлнисем, каялла, кутӑн-пуҫӑн сирпӗнсе, сӑртран вирхӗнсе анаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑрӑм утӑмсемпе хӑвӑрттӑн ярса пусать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вырӑс хӗрарӑмне те хӗненӗ пулас, хӑрах ури ҫине аран пусать, уксахласа утать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шач та шач! пичет пусать этикеткисем ҫине: «Брак!»

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Вулать, алӑ пусать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

— Ӑш пӑтранать ман, Лаврушенька, апат анмасть, темскер уҫӑ ҫимӗҫ ҫиес килнӗ пек, час-часах ыйӑх пусать, кӑкӑрӑмсем кӑтӑкланма пуҫларӗҫ, — терӗ пӗррехинче Поля.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тунсӑх пусать чӗрене.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Захар ман пӳрнесене хӑй пӳрнипе пусать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ал пусма пӗлекенни «патша хучӗ» ҫине ал пусать, ал пусма пӗлменни хӗрес лартать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех