Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнӑҫӑр (тĕпĕ: пурӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр, ҫӗр ҫинчи ҫинчен ан шухӑшлӑр: 3. эсир вилнӗ ӗнтӗ, сирӗн пурӑнӑҫӑр Христоспа пӗрле Турӑра пытарӑнса тӑрать.

3. Ибо вы умерли, и жизнь ваша сокрыта со Христом в Боге.

Кол 3 // .

14. Эсир ыран мӗн пуласса та пӗлместӗр; сирӗн пурӑнӑҫӑр мӗн вӑл? пӗр самант курӑнакан, унтан куҫран ҫухалакан пӑс вӑл.

14. вы, которые не знаете, что случится завтра: ибо что такое жизнь ваша? пар, являющийся на малое время, а потом исчезающий.

Иак 4 // .

45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.

45. Когда Моисей изрек все слова сии всему Израилю, 46. тогда сказал им: положите на сердце ваше все слова, которые я объявил вам сегодня, и завещевайте их детям своим, чтобы они старались исполнять все слова закона сего; 47. ибо это не пустое для вас, но это жизнь ваша, и чрез это вы долгое время пробудете на той земле, в которую вы идете чрез Иордан, чтоб овладеть ею.

Аст 32 // .

1. Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; 2. ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; 3. пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; 4. анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; 5. Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; 6. кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ; 7. эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.

1. И благословил Бог Ноя и сынов его и сказал им: плодитесь и размножайтесь, и наполняйте землю [и обладайте ею]; 2. да страшатся и да трепещут вас все звери земные, [и весь скот земной,] и все птицы небесные, все, что движется на земле, и все рыбы морские: в ваши руки отданы они; 3. все движущееся, что живет, будет вам в пищу; как зелень травную даю вам все; 4. только плоти с душею ее, с кровью ее, не ешьте; 5. Я взыщу и вашу кровь, в которой жизнь ваша, взыщу ее от всякого зверя, взыщу также душу человека от руки человека, от руки брата его; 6. кто прольет кровь человеческую, того кровь прольется рукою человека: ибо человек создан по образу Божию; 7. вы же плодитесь и размножайтесь, и распространяйтесь по земле, и умножайтесь на ней.

Пулт 9 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех