Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ, 14. Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫлеттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; 20. акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ; 21. эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.