Шырав
Шырав ĕçĕ:
Родион ҫакна лайӑх пӗлнӗ: унӑн ӗлӗкхи пурӑнӑҫне тавӑрма май ҫук, патша флотӗнче матроссен ирӗксӗр пурнӑҫӗ те, ялти сарӑ е кӗрен мальва чечекӗсем хушшинче ларакан симӗс чӳречеллӗ шурӑ пӳрт те, хресченӗн йывӑр пурӑнӑҫӗ те — ҫаксенчен пуринчен те вӑл ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлнӑ.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл кунта ытти ачасем хушшинче патша пек пурӑннӑ, ачасем унӑн ирӗк пурӑнӑҫне ытла та ӑмсаннӑ.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫу каҫиччен Петя хула пурӑнӑҫне маннӑ пек пулнӑ.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл мана юратать; вӑл хӑйӗн малтанхи пурӑнӑҫне маннӑ ӗнтӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тепринче ҫамрӑк ҫыннӑн аскӑн пурӑнӑҫне уҫҫӑн ҫутатса панӑ: вӑл сӗтел хушшинче ларать, ун таврашӗнче суя туссемпе намӑссӑр хӗрарӑмсем явӑнаҫҫӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах та эпӗр тӗрӗсрех пулар, вӗсен ӗҫӗсемпе пурӑнӑҫне ӑнланса илер, вара вӗсем ҫинчен, тен, нумай ҫемҫерех шухӑшлӑпӑр-и, тен.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӗсем Владимир ыйтнине йышӑнма кӑна мар, уншӑн хӑйсен пурӑнӑҫне те пама хатӗр тесе тупа тунӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тепӗр ҫур сехетрен Машӑн ашшӗ-амӑшӗн кил-ҫуртне, хӑйӗн пӳлӗмне тата лӑпкӑ иртнӗ хӗр пурӑнӑҫне ӗмӗрлӗхех пӑрахса хӑвармалла…
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Мӗн усси-ха мана ун пурӑнӑҫне пӗтерме, вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗшӗн нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмасть пулсан? — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ.Что пользы мне, подумал я, лишить его жизни, когда он ею вовсе не дорожит?
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл ҫырӑва эпӗр, ӑна ҫыракан хӑйӗн вилнӗ тусне асӗнче пархатарлӑ тытса тӑнине тата иккӗшӗ ытах та туслӑ пулнине кӑтартакан хаклӑ хут вырӑнне хурса, унӑн тусӗн пурӑнӑҫне ҫителӗклех кӑтартса паракан хыпар вырӑнне хурса, нимӗн улӑштармасӑр, нимӗн асӑрхаттарнисемсӗр, ҫаплипех пичетлетпӗр.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
«Повеҫсенче» Пушкин, нимрен ытларах, провинцире пурӑнакан дворянсен пурӑнӑҫне лайӑх кӑтартса парать.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑрансанах унӑн умне хӑйӗн хӑрушлӑхри пурӑнӑҫне астутаракан шухӑшсем тухса тӑчӗҫ.Она проснулась, и с первой мыслью представился ей весь ужас ее положения.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эсир ун пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑваратӑр.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурӑнӑҫне ытлашши иртӗхсе, асса пурӑнни унӑн сывлӑхне чылаях начарлатнӑ, сӑн-пичӗ ҫине нихҫан кайми йӗрсем хывса хӑварнӑ.Излишества всякого рода изнурили его здоровие и положили на нем свою неизгладимую печать.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
29. Эсир ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫашӑн савса, чун-чӗререн хапӑл тӑвӑр, ун пеккисене хисеплесе тӑрӑр: 30. вӑл Христос ӗҫӗшӗн пурӑнӑҫне те хӗрхенмерӗ: эсир мана пулӑшса ҫитерейменнине тӑвас тесе вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисуспа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх пынӑ; Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхса вӗсене каланӑ: 26. Ман патӑма килекен хӑй ашшӗне, амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, пиччӗшне-шӑллӗне, аппӑшне-йӑмӑкне, ҫавӑн пекех тата хӑйӗн пурӑнӑҫне те курайми пулмасан, вӑл Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть; 27. кам хӑйӗн хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ; 26. сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр; 27. хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр; 28. Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир апла тума хытарсах чарса лартрӑмӑр, вара пур ҫынна та кӑмӑллакан йӑламӑрпа вӗсен пурӑнӑҫне сыхласа хӑвартӑмӑр; ҫӳлти Турӑ иудейсен шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ пулнине, Вӑл, ашшӗ ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек, яланах вӗсен хутне кӗнине пӗлсессӗн, тата вӗсем хамӑрпа та, пирӗн асаттемӗрсемпе те ялан ырӑ пулнине шута илсе, эпир, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, вӗсене кирек мӗнле айӑпласран та хӑтартӑмӑр, 6. вара пурне те, кашни ҫыннинех, килне таврӑнма хушрӑмӑр, ҫапла хӑйсен айӑпӗсӗр пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вӗсене нихӑҫта та никам та нимӗншӗн те ан кӳрентертӗр, ан ӳпкелетӗр терӗмӗр.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ Вавилонра виҫӗ ачана, ниме тӑман йӗрӗхсемшӗн ӗҫлес мар тесе пурӑнӑҫне хӑйсем ирӗккӗн вут-ҫулӑма панӑскерсене, чӗртсе янӑ кӑмакана шыв сапса, ҫӳҫ пӗрчийӗ те сиенленми сыхласа хӑварнӑ, ҫулӑмне вара пӗтӗм тӑшман еннелле ҫавӑрнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Юнӗ кайнипе вӗҫнех ҫитнӗскер, вӑл ӑшчиккине тӑпӑлтарса кӑларнӑ та икӗ аллипе тытса ӑна аялалла ывӑтнӑ, вара пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх Ҫӳлхуҫине хӑйне тепӗр хут пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх пама тархасласа пурӑнӑҫне ҫапла вӗҫленӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.