Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кок-сагыз ӗҫне пӗлекен агроном Ашмарина участокӗнче икӗ эрне пурӑнчӗ те, аллинчи пур пек кӗнекисене хӑварса тата ҫураки хыҫҫӑн тепре килме пулса, куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман киле таврӑннӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ парти пухӑвӗ пуринчен малтан эртел ӗҫӗсем ҫинчен ыйту лартса сӳтсе яврӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепри пухура аллипе кӑкӑрне ҫапса хитре сӑмах тухса калама, мухтанма е ӗҫри ҫитменлӗхсене ҫав тери хыттӑн критиклеме пултарать: «хӗрӳ патӑм-ха паян, пӗлчӗҫ ҫынсем ман вӑя, халӗ ӗнтӗ пурте ман майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗҫ» тет вара ҫын ун пек чухне, кайран пӑхать — ӑна никам та хисеплемест иккен, хӑйӗн юлташӗсемех курмӑш пулса иртсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Айтур, мӗнле паллӑ ҫын пулса кайрӗ пирӗн Михала!

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ-ҫке-ха паян ҫемьере!

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укҫана вӑрҫӑ хыҫҫӑн тата та перекетлӗпӗр, халӗ кашниннех, Головатый пек патриот пулса, тӑшмана паттӑррӑн ҫӗмӗрсе пыракан Хӗрлӗ Ҫара пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗншӗн пулсан, эс ҫӳре, никам та нимӗскер те калас ҫук, анчах сана Атӑлкасси каччисем питӗ курайми пулса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урамра тӗттӗм пулса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа шучӗпе, ҫак халь тин пулса иртнӗ калаҫура Левентейӗн яланхи пӗр енӗ — ҫӗнӗ ӗҫрен хӑрани — палӑрчӗ, кӑна Липа пӗрре ҫеҫ курмасть ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шухӑшла-ха, мӗнле пулса тухать: тырпул акса тӑвас вырӑнне эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче экспериментсем туса ларма тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тавах, хӑна пулса кайӑр!

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫынсем типтерлӗрех, хастарлӑрах, дисциплинӑллӑрах пулса тӑчӗҫ, вӑрҫӑ хушнӑ пек ӗҫлеме вӗренчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах пӗтӗм ял халӑхӗпе тулнӑ пысӑк пӳлӗм шӑпах пулса тӑчӗ, радио та музыка пама пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗччен упа пек пурӑннӑран сан калаҫма та ҫын ҫук пулӗ ӗнтӗ, — терӗ Кӗтерне, ун чӗре уҫҫине шыраса тупасшӑн пулса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗччен ларма кичем пулса ҫитнӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн начальник пек тӗрӗслесе ҫӳретӗн, хӑвӑн лашусене тӑрантартӑн-и-ха? — хӑтӑрнӑ пек ыйтрӗ вӑл, ун селкӗш пит-куҫне курман пек пулса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем уйрӑлас умӗн фермӑран таврӑнакан Кӗтерне инке хӗрпе каччӑран инҫех те мар, вӗсене курмӑш пулса, иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах комсомола кӗчӗ, хӗлле клуб заведующийӗнче ӗҫлерӗ, кӗске вӑхӑт хушшинчех ялта паллӑ общественница пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле-ха апла кутӑнла пулса тухать?

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем калаҫса тӑнӑ хушӑра сисмен ҫӗртен каҫ та пулса ҫитрӗ, ӑна кура, ҫынсем килелле васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех