Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулсассӑн (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑлу пулчӗ пулсассӑн Тӗлпулу та пулмаллах.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Телее тупрӑн пулсассӑн, Упрама ӑна ан ман — Хуть ӑҫта кӑна кайсассӑн, Эсӗ ман умра ялан.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Уйрӑлу пулчӗ пулсассӑн, Тӗлпулу та пулмаллах; Ан сывлаччӗ эсӗ ассӑн — Эпӗ пырӑп ак часах.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫырулӑх туяниччен ҫак чӗлхесем халӑхшӑн кулленхи пурнӑҫра пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли хатӗр кӑна пулнӑ пулсассӑн, ҫырулӑх тунӑ хыҫҫӑн вӗсем чӑн-чӑн литература чӗлхи, этемлӗхӗн ку чухнехи культурине паллашмалли хатӗр пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

— Ӳсетпӗр эппин, Валерий? — терӗм эпӗ кӑҫал тӗл пулсассӑн, унӑн погонӗ ҫинче тепӗр шурӑ йӗр хутшӑннине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вилмелле пулсассӑн — мӗншӗн вилмелли пур.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вечер тавраш е кино пулас пулсассӑн унӑн яланах ӗҫ нумай — пурне те йӗркелемелле: унта ҫитмелле, кунта ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Анчах ҫӗнӗ вӑй пухас тесессӗн Пӑкачавӑн темле пулсассӑн та Ейӗк шывӗ хӗррине ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тимофей-хусах чӗрӗлеймессе пӗлчӗ пулсассӑн та Укаслу ӗненесшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Енчен те хӑйсен ҫарпуҫӗ ертсе пынипе харӑссӑн тапӑннӑ пулсассӑн вӗсем паян Михельсона ҫӗнтеретчӗҫех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эх, ҫывӑхра пулсассӑн Упана хампа пӗрле кӑна илмелле те ҫав», — шухӑшларӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара, вӑл ҫӗре кӗрес пулсассӑн, ун ачине аталӑх пӑхса ӳстерет, ашшӗн ӗҫне малалла тӑсаканӗ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах епле пулсассӑн та унӑн йӑхӗ малалла тӑсӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вилме ҫырни эп пулсассӑн?

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр-полковник вара, тавӑруне пусараймарӗ пулсассӑн та, каялла ҫаврӑнма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне епле йывӑр пулсассӑн та Асмантей тӑнне ҫухатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук, чӑваш, — ҫӑвар та уҫмастӑп тесе шутланӑ пулсассӑн та хуравларӗ Асмантей.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ах, аллисене ҫыхман пулсассӑн

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ут ури сасси илтӗнми пулсассӑн Аванкай мучи хӑй ҫумӗнчи юланутҫӑ енне тепре ҫаврӑнчӗ те каллех пучне ҫӗклеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайскер, хырӑмӗнчен аманнӑ пулсассӑн та, вӑйпута аллинчен вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех