Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнӑран (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шуйскипе Лупин-Горбатый пушӑ мар пулнӑран (вӗсем митрополита кӗтсе илме Кӑрмӑш ҫулӗ ҫине кайнӑччӗ), мӑрсасенчен ыйтса тӗпчеме Шигалей пычӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Санӑн алӑ пӳрнисем ҫирӗп те вӑйлӑ пулнӑран эпир сана Хурчӑка тесе чӗнеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ун чух эп чӗнсеттӗм, Павел Николаевич, укол хыҫҫӑн хӗрарӑм куҫӗ тӗтреллӗ куракан пулнӑран.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хлороформ дози сахал пулнӑран е кӗленче калпак айӗнче кӑвакарчӑна ҫителӗклӗ тытманран, — ответлерӗ студент.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пулнӑран калатӑп та…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Йӗкел йышлӑ пулнӑран ҫакӑнта, ял ҫывӑхӗнчи юманлӑха, килеҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс кай та утланса кил, — пӳртре пӑчӑ пулнӑран сулхӑн енчи чӳречине уҫса пӑрахрӗ хаким.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламасӑн пӗр кӑлтӑк пур ҫав, ӑна ҫынсем тахҫанах асӑрханӑ: чӗлхе-ҫӑвартан пит паттӑр пулнӑран вӑл хӑйне ыттисенчен маларах хурать, тантӑшӗсене ҫеҫ мар, кӑшт ватӑраххисене те вӗрентме юратать.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗт сӗрме купӑс калама ӑста пулнӑран, мӑрса ӑна хӑйӗн ӗҫкисене чӗнтерет, ӗҫкӗ хыҫҫӑн ӑна ӳсӗррипе ӳсӗр маррине пӑхмасӑр яланах лавпа леҫтерет.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Илсе килнӗ япаласене памалла пулнӑран ҫӗр выртма Карамыш тӑванӗсем патне кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чухӑн киши пулнӑран лаша туянайман вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, лашана юзбаши пӗр-пӗр ҫула илсе кайнӑ чухне кӑна утланса курать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑмӑ вӗҫлӗ чаплӑ ухӑ пулнӑран хӗр ача ӑна хӑйӗнпе пӗрле илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрманти ҫул та тӑвӑрланчӗ, харӑс пыма кансӗр пулнӑран утсем пӗччӗккӗнех, хур карти пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑрса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурте эсир — кадетсем — патша майлӑ пулнӑран.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӑх тӗпӗ тӗне кӗмен салтак Паймук пулнӑран, хушаматне хӑмла хуҫи ҫаплах хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла вара вӑл эмел тупрӗ, анчах, ытла ир пулнӑран, биллиард сӗтелӗсен пысӑк пӳлӗмӗнче кунта ӗҫлекенсемпе пӗр ҫынсӑр пуҫне урӑх никам та ҫук; хайхи ҫын самаях килпетсӗр сӑнлӑ, хӑйӗнпе хӑй вылять, партнер тупма ӗмӗтленет ахӑр, мӗншӗн тесен Детрей ҫине шанчӑкпа тӗмсӗлчӗ.

Итак, он нашел лекарство, но, по раннему времени, в обширной биллиардной не было еще никого, кроме служащих и одного человека, довольно невзрачного вида, который играл сам с собой и как будто тоже хотел найти партнера, так как взглянул на Детрея с надеждой.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хӑйне манерлӗ тумпа ҫӳрет: хупӑ-уҫӑмсӑр, латсӑр, тӗксӗм тӗслӗ пулнӑран вӑл хӗрарӑм-и, арҫын-и иккенне чухлама йывӑр, пӗтӗмӗшпе — ку япӑх тӗлӗке аса илтерет.

Она носила платья особо придуманного покроя: глухие и черствые, темного цвета, окончательно зачеркивающие ее пол и, в общем, напоминающие дурной сон.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ тутӑхнӑ шӑвӑҫ савӑта куртӑм та унпа шыва ӑса-ӑса тӑкрӑм; кӗсменсем кунтах пулнӑран карап патне ишсе ҫитрӗм, яккӑр тросӗпе усӑ курса хыҫалтан палуба ҫине улӑхрӑм.

Я поднял заржавевшую пустую жестянку, вычерпал воду и, как весла лежали рядом, достиг судна, взобравшись на палубу по якорному тросу, с кормы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Пачах та унчченхи мар, — килӗшрӗ старик; вӑл ҫав тери ватӑ пулнӑран минутсерен чаларать, тӗкленет те пӗчӗкленсе пырать тейӗн.

— Все не то, — сказал старик, который, казалось, седел, пушился и уменьшался с каждой минутой, так он был дряхл.

XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гез Гарвея малтанах хирӗҫчӗ, мӗншӗн тесен питӗ шикленчӗк пулнӑран кирек мӗнрен те асӑрханатчӗ.

Гез был против Гарвея, так как по крайней мнительности опасался всего.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех