Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнӑран (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫинҫе те ҫӳллӗ пулнӑран Янтул ӑна каярахпа шӳтлесе Хӑмӑш тесе чӗне пуҫларӗ.

Была она тоненькая и высокая, и Яндул тотчас переименовал ее на свой лад — Камыш.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑллӑ пулнӑран.

А тем, что мы зубастые.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ахальтен мар республика Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапла палӑртрӗ: «Эпӗ час-часах калатӑп, Пуҫлӑх тата республика ҫынни пулнӑран манӑн ӗмӗт — республика аталантӑр, тата кунта килсе ҫӳрекенсем ӑна юратчӑр тесе хамран мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫласси».

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Ку культурӑсене, хирсен лаптӑкӗсем пӗчӗк пулнӑран, 6—7 ҫӗре те акма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Те кӗҫӗн ывӑлӗ хӑй юратман мӑшӑрӗ евӗрлӗ пулнӑран Петр атте ытларах Миккие кӑмӑлланӑ.

То ли оттого, что младший сын удался в нелюбимую жену, отец Петр больше жаловал Никифора.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те пулнӑран вӑл пит сӑпайлӑ? — Кӗмен хӑйне хӑй тупӑша, Анчах юта итленӗ майлӑн, Барон халь кайрӗ шухӑша:

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Те пухӑвӗ расна пуху пулнӑран, халӑх питӗ йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла куҫ умӗнче пулнӑран вӗсем «Курӑр, ӗлӗк пирӗн Гариф камсемпе ӗҫленӗ!» тесе кӑшкӑрнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫурхи ҫанталӑкран-и, е ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑран вӑл хӑйне хаваслӑ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла ҫаврӑнӑҫусӑр пулнӑран пит юратсах каймасан та, Ятман Катрам Иванӗ хӑйне хушнӑ ӗҫрен пӑрӑнса тӑнине курман, унран «кӑна тума пултараймастӑп» е «кӑна урӑх ҫынна хушӑр» тенине илтмен.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ вӑл сӗтел хушшине хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларчӗ, пӳлӗмре сулхӑнтарах пулнӑран аллисене сӑтӑркаласа, хӑнасене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юнашарах сад пулнӑран кунта панулми шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Те утма питӗ йывӑр пулнӑран, те ывӑннӑран, хӑй пӗрре те васкамасть, хутран-ситрен чарӑна-чарӑна тӑрать, куҫӗпе тем шыранӑ пек, йӗри-тавраналла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Манӑн сасӑ хитре пулнӑран анне те, вӗрентекенсем те музыка енӗпе пӗлӳ илме сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Сутуҫсем пек аякри пасарсене питех ҫӳремен вӑл, сулахай алли кӑшт айӑплӑ пулнӑран Тукай патне тарҫа лекмен.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗсье тӗпӗсем яка пулнӑран тӗкӗрҫӗсем нимех те илсе ҫиеймерӗҫ, паллах, анчах вӗсене куҫпа курни те тутанса пӑхнӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӑхса пар-ха, ман пулас ӑрӑс пирки тӗпӗ-йӗрӗпе кала, — пӑчӑ пулнӑран ҫийӗнчи тӑлӑпне пилӗк таран сирсе пӑрахрӗ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тери кичем пулнӑран тата вӑхӑта ниҫта чикме ҫукран вӗсем вӗҫӗмсӗр ҫӑпата хуҫрӗҫ, ҫӗҫӗпе тем те пӗр каскаларӗҫ, хӑвӑл йывӑҫсенчен тӗрлӗ савӑт-сапа турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку тӑрӑхра пыл хурчӗ тытакансем йышлӑ пулнӑран Сухайкасси пылӗн бренчӗ те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Тӗпчев обсервациллӗ пулнӑран ӑсчахсем шӑпах та грипран прививка туни инсульт хӑрушлӑхне чакарать тесе калаймаҫҫӗ.

Так как исследование обсервационное, ученые не могут сказать, что именно прививка от гриппа снижает риск инсульта.

Грипран прививкӑланни инсульт хӑрушлӑхне чакарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32885.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех