Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмалла (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын ачасем темӗнле сюрприз тӑвасшӑн пулмалла, — пӑшӑлтатрӗ ҫумри Галя.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ ак ташӑсене питех ҫӳреместӗп те, урасем итлесшӗнех мар пулмалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эх, хӗрсем, хӗрсем, ташлаттараймастӑп пулмалла эпӗ кӗҫӗр сире.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Тамара, тусӑм, эпӗ чухлатӑп пулмалла кӑштах.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Василий Петрович Зоя сӑмаххи айне пулас мар терӗ пулмалла, ҫаплах шӑл йӗрсе тӑракан хӗрарӑма хӑйне хӑвалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӗҫе чӑн-чӑн юратакан ҫын ҫапла пулмалла та.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ах, Лена, мансах кайнӑ, эпӗ качча каятӑп пулмалла пӗр инженера.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗлӗнмелле, темӗнле куҫа курӑнман сӑнчӑрпа хӑйсен ҫумне кӑкарса хучӗҫ пулмалла вӗсем, хамӑн чӗппӗмсене пӗр кун курмасанах тунсӑхласа ҫитетӗп.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анне чирлени те, тантӑшран юлни те — пурте, пурте пӗрле пухӑнчӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл этем организмӗнче тӑватӑ шӗвек балансра пулмалла тесе ҫырнӑ: хура ват, сарӑ ват, юн тата йӳлеке.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Продукци пуҫтаракансен ӑна хакламалли прибор пулмалла, унпа тӗрӗслесе пахалӑхне уҫӑмлатмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Хӗвел шевлисем сасӑллӑ пулсан, вӗсем тӳпере калаҫаҫҫӗ пулсан, сасси вӗсен Марине амӑшӗнни пек лӑпкӑ, ӑшӑ, тӳсӗмлӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Алли вучах тӳпине перӗнчӗ, яшкана кӑштах хӑрӑм та кайрӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ку та вырӑнсӑр пек, пахча мӗлкин пысӑк ҫӗлӗк, ҫӗлӗксӗр пулсан, урӑм-сурӑм кӑтра ҫӳҫ пулмалла пек.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

«Института ан парӑр вӗсене, асӑнмалӑх хӑварӑр», — терӗм те, Надежда Константиновна мана: «Апла юрамасть, съезд решенийӗ хушать пулсан, вӑл пуриншӗн те саккун пулмалла», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Телефон хумалли кашни ячейкӑн вара уйрӑм уҫӑ пулмалла.

Кроме того, каждая ячейка для телефона должна иметь отдельный ключ.

Правительство ҫуртне тимӗр шкапсем кирлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34243.html

Кашни шкапӑн стенаран ҫакмалли хатӗр пулмалла.

Каждый шкаф должен иметь возможность навешивания на стены.

Правительство ҫуртне тимӗр шкапсем кирлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34243.html

Тен, мана шаннинчен те ытларах шанчӗҫ пулмалла.

Доверяли, быть может, больше, чем мне.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Демонстрантсен колонни пӗр шухӑшлӑ, ҫирӗп пулмалла.

Колонна демонстрантов должна держаться сплоченно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Демонстраци ҫывӑх вӑхӑтра пулмалла.

Демонстрация должна была состояться через несколько дней.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех