Шырав
Шырав ĕçĕ:
подьячисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муралей хапхи патӗнче, ашшӗсемпе пырса тухнӑ чухне курнӑ пекех, кӗҫӗн подьячисем ӗҫлетчӗҫ — хӑйсен умӗнче тӑракан ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ ҫынсенчен тем ыйтса пӗлеҫҫӗ, вӗсем каланине хут ҫине ҫыраҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, хӑш-пӗрисене чышкӑпа хӑмсарсах айккинелле хӑвалаҫҫӗ.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Никам та юлман, подьячисем кӑна, — терӗ Гриша.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Халиччен курман-илтмен мӑшкӑл, подьячисем пирӗн улпутӑмӑрсене килтен хӑваласа кӑлараҫҫӗ.Слыхано ли дело, подьячие задумали нами владеть, подьячие гонят наших господ с барского двора…
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Страницăсем:
- 1