Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

планне (тĕпĕ: план) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа чи малтанах утрав планне ӳкерсе суда тӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрнар ен территорине санитари тӗлӗшӗнчен сыхлас енӗпе ирттерекен мероприятисен Комплекслӑ планне тӳрлетӳсем кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаяр чир-чӗртен сыхланса // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10784-kh ... -sykhlansa

Енчен те мишавай е техника планне хатӗрленӗ чух инженер йӑнӑшнӑ-тӑк, регистраторӑн ӗҫе чарса лартма е хирӗҫлеме те тивет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl

Тӗрӗссипе, вӗсем хутшӑнмасӑр Росреестр патшалӑх тивӗҫтерӗвне кӳреймест: пӳлӗмсемпе ҫуртсен тата сооруженисен техника планне, ҫӗр участокӗсен мишавай планӗпе чиккисене палӑртнин актне, объекта учетран кӑларма тӗрӗслев актне хатӗрлеме кадастр инженерӗсен кӑна полномочи пур.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl

Наукӑпа технологийӗн вунӑ ҫуллӑхне тӗпе хурса кӑҫал чӳк уйӑхӗнче тӗп мероприятисен Планне ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Камай князь, Хусантан тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, тутарсен вӑрҫӑ планне те лайӑх пӗлет, аслӑ княҫа вӑл хулара миҫе пин воин тӑнине тата крепость тулашӗнче ҫӳрекен утлӑ ҫарсен йышӗ мӗн чухлӗ пулнине, вӗсене мӗнле ҫар пуҫӗсем ертсе пынине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Республика шайӗпе мероприятисен планне туса хунӑ, кам мӗншӗн яваплине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

«Эпир кӳршӗллӗ регионсемпе ҫакнашкал килӗшӳсем тума ӗлкӗреймерӗмӗр-ха, Чӑваш Енпе вара ӑна пурнӑҫламалли мероприятисен планне алӑ пусса ҫирӗплететпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи ҫыхӑнусене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 3 с.

Мероприятисен планне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн журналистсен ыйтӑвӗсене хуравласа Сергей Меняйло каланӑ тӑрӑх - Севастопольпе Чӑваш Ен хушшинчи хутшӑнусем пуҫламӑш тапхӑрта-ха, ҫапах та питӗ хӑвӑрт аталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи ҫыхӑнусене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 3 с.

Севастопольте Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата Севастополь Кӗпӗрнаттӑрӗ - Правительство Председателӗ Сергей Меняйло февралӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Севастополь Правительстви хушшинче Суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе ҫыхӑну тытасси ҫинчен калакан килӗшӗве пурнӑҫламалли мероприятисен планне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи ҫыхӑнусене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 3 с.

«Сельэлектро» представителӗ хӑйӗн умне строительство планне сарса хучӗ, унтан васкамасӑр калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа та ӗнер вӑл ун патне пырса вӑрман хатӗрлев планне чакарма ыйтни Ятманшӑн кӗтмен япала пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кур та савӑн, вӑрҫӑ вӑхӑчӗ тесе, вӑл кок-сагыз акасшӑн мар, райзо планне йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Медаптека, Вӑрмар поселокӗнчи «Заря», «Зеленый», Тикашри, Чулкасри, Шутнерпуҫӗнчи, Вӑтакасри, Кивӗ Вӑрмарти халӑха кулленхи пурнӑҫра кирлӗ таварпа тивӗҫтерекен лавккасем ӗҫ планне 100% ытла тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Ҫулсерен ӗҫ планне ҫирӗплететпӗр, унта пурнӑҫламалли пӗлтерӗшлӗ чылай мероприятие кӗртсе хӑваратпӑр.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Тен, стратеги планне хатӗрлеме вӑхӑт ҫитнӗ.

Возможно, пришло время подумать о стратегическом планировании.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗн планне улӑштарни, сӑмахне тытманни те сирӗн шанчӑка аркатма пултарӗ.

Но не исключены и ситуации, когда ваши денежные планы и надежды рушатся из-за того, что кто-то поменял свои планы и нарушил договоренности.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малаллахи ӗҫсен планне Бельский боярин пӗччен тенӗ пекех хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Совет влаҫӗ ӑна контрибуци тӳлеттермесен те, рабочисемпе чухӑнсен планне килӗштерместчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ ҫуртӑн шалти тытӑмӗн тӗрӗс планне турӑм, унта хӑтлӑ пултӑр тесе, ҫакна пӳлӗмсене пырса кӗрекенсем тӳрех курса савӑнччӑр тесе кашни вак-тӗвеке шута илтӗм; ҫак ӗҫе пурнӑҫлама тахҫанхи юлташӑма Товале хушрӑм; унӑн ӑсталӑхне, вӑл япаласене калаҫтармашкӑн хистеме пӗлнине тахҫанах — Товалӗн хӑйӗн ҫурчӗ пулнӑ вӑхӑтранпах — пӗлетӗп.

Я составил точный план внутреннего устройства дома, приняв в расчет все мелочи уюта и первого впечатления, какое должны произвести комнаты на входящего в них человека, и поручил устроить это моему приятелю Товалю, вкус которого, его уменье заставить вещи говорить знал еще с того времени, когда Товаль имел собственный дом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех