Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сад ҫултан ҫул вӑйлансах пычӗ, Лавр кашни улмуҫҫирен вун пиллӗкшер пӑт е ытларах та улма иле пуҫларӗ, ҫур еннелле пасара ещӗкӗ-ещӗкӗпе улма кӑларма тытӑнчӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Самолетсем ҫине суперфосфат тиенӗ ҫӗрте икӗ звено, вун пиллӗкшер ҫын, ӗҫлет.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Ординаторсенчен — виҫшер, ассистентсенчен — пиллӗкшер, профессорсенчен — вуншар тенкӗ.
Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кольӑпа Павлуш пӑхӑр укҫа купине — пиллӗкшер, виҫшер пуслӑххисене уйрӑммӑн хурса шутларӗҫ те ашшӗне пачӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эшелонсем ерипен кӑна, — талӑкне виҫшер, пиллӗкшер, хушӑран вуншар ҫухрӑм таран та хӗвелтухӑҫнелле шӑвӑнаҫҫӗ.Эшелоны медленно — версты три, пять, иногда и десять верст в сутки — ползли на восток.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӑшман Павӑлпа Уча пуҫӗсемшӗн аллӑшар пин, командирсен пуҫӗсемшӗн ҫирӗм пиллӗкшер пин, «ахаль» партизансен пуҫӗсемшӗн вуншар пин пама пулать, тесе калаҫса ларнине илтсен, Павӑл шухӑшран вӑранса, хресченсем ҫывӑхнерех сиксе ларчӗ.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл перекетлӗн, темиҫе мӗлке иртсе кайнине прицел ҫийӗн курсан анчах пиллӗкшер патронпа персе илнӗ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Тӑхӑрвун тӑхӑр галера ишсе пынӑ, кашни звенора вӗсем пиллӗкшер пулнӑ.
Похода! // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Эпӗ сирӗн колхозра ҫирӗм пиллӗкшер центнер тырӑ туса илессишӗн тӑрӑшатӑп, эсир, ахаль ларса, центнершер тырӑна пӗтересшӗн-и?
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак пысӑк патшалӑх тытӑмӗсен тулашӗнчи хуҫа, треска пулӑсене тытса тӑварласа, экспорта ӑсатса, ҫулсерен ҫитмӗл пиллӗкшер, сакӑрвуншар пин франк тупӑш илет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ворошиловецсемпе кочубеевецсем пилӗкҫуллӑхӑн виҫҫӗмӗш ҫулне гектартан ҫирӗм пиллӗкшер центнер илме шутлани ҫинчен пӗлсен, Рагулик хӑйӗн планне хӗрӗх кӗртрӗ, колхоз пухӑвӗнче ку цифрӑна пурте йышӑнчӗҫ…
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Малтанхи ҫулсенче эпӗ пилӗк теҫеттин акаттӑмччӗ, каярахпа, тӗрекленсе ҫитсен, тата хытӑрах мекеҫленме тытӑнтӑм: виҫшер, пиллӗкшер тата ҫичшер круг акса илеттӗмччӗ, авӑ епле!
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1