Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшӑр (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пилат иудейсене каланӑ: акӑ сирӗн Патшӑр! тенӗ.

И сказал Пилат Иудеям: се, Царь ваш!

Ин 19 // .

7. Ӗлӗкех-ха Дарий [Арей], сирӗн патшӑр пулнӑскер, аслӑ священник Ония патне ҫырусем янӑ пулнӑ, ҫав ҫырусенче эсир пирӗн тӑвансем иккенни ҫинчен каланӑ.

7. Еще прежде от Дария (Арея), царствовавшего у вас, присланы были к первосвященнику Онии письма, что вы - братья наши, как показывает список.

1 Мак 12 // .

15. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Святойӑр, Израиле Пултараканӗ, сирӗн Патшӑр.

15. Я Господь, Святый ваш, Творец Израиля, Царь ваш.

Ис 43 // .

6. Вара вӑл вӗсем патне иккӗмӗш хут ҫыру ҫырса янӑ, ҫапла ҫырнӑ: эсир чӑнласах та манӑн пулсассӑн, ман сӑмаха итлетӗр пулсассӑн, патшӑр ывӑлӗсен пуҫӗсене илӗр те ыран ҫак вӑхӑтра ман патӑма, Изрееле, ҫитӗр, тенӗ.

6. И написал он к ним письмо во второй раз такое: если вы мои и слову моему повинуетесь, то возьмите головы сыновей государя своего, и придите ко мне завтра в это время в Изреель.

4 Пат 10 // .

Ииуй вара Самарие Изреель пуҫлӑхӗсем патне, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем патне ҫырусем янӑ, ҫырӑвӗсенче ҫапла каланӑ: 2. сирӗн пата ҫакӑ ҫыру ҫитсессӗн, хӑвӑр патӑрта патша ывӑлӗсем пуррине, сирӗн аллӑрта ҫар ураписем те, лашасем те, ҫирӗплетнӗ хула та, кӑрал та пуррине шута илсе, 3. патшӑр ывӑлӗсенчен чи лайӑххине, чи тивӗҫлине суйласа илӗр те ӑна ашшӗ вырӑнне патшана лартӑр, вара патшӑр килӗшӗн кӗрешӗр, тенӗ.

И написал Ииуй письма, и послал в Самарию к начальникам Изреельским, старейшинам и воспитателям детей Ахавовых, такого содержания: 2. когда придет это письмо к вам, то, так как у вас и сыновья господина вашего, у вас же и колесницы, и кони, и укрепленный город, и оружие, - 3. выберите лучшего и достойнейшего из сыновей государя своего, и посадите на престол отца его, и воюйте за дом государя своего.

4 Пат 10 // .

17. Авенир Израилӗн аслӑ ҫыннисене каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та эсир Давид хӑвӑрӑн патшӑр пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗрччӗ; 18. халӗ тӑвӑр ҫакна, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Давида ҫапла каланӑ: «Давид чурамӑм аллипе Эпӗ Хамӑн Израиль халӑхне филистимсен аллинчен, унӑн мӗнпур тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑп» тенӗ.

17. И обратился Авенир к старейшинам Израильским, говоря: и вчера и третьего дня вы желали, чтобы Давид был царем над вами, 18. теперь сделайте это, ибо Господь сказал Давиду: «рукою раба Моего Давида Я спасу народ Мой Израиля от руки Филистимлян и от руки всех врагов его».

2 Пат 3 // .

22. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн халӑхне Хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн пӑрахмӗ: Ҫӳлхуҫа сире Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ; 23. эпӗ те, сирӗншӗн кӗлтума пӑрахса, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗмӗп, сире ырӑ та тӗрӗс ҫулпа пыма вӗрентӗп; 24. анчах Ҫӳлхуҫаран хӑрӑр, Уншӑн чӑннипех, пӗтӗм чун-чӗререн, ӗҫлесе тӑрӑр — Вӑл сирӗншӗн мӗн тери аслӑ ӗҫсем тунине эсир ӗнтӗ хӑвӑрах куратӑр; 25. эхер те эсир усал ӗҫ тӑвас пулсассӑн, хӑвӑр та, патшӑр та пӗтетӗр.

22. Господь же не оставит народа Своего ради великого имени Своего, ибо Господу угодно было избрать вас народом Своим; 23. и я также не допущу себе греха пред Господом, чтобы перестать молиться за вас, и буду наставлять вас на путь добрый и прямой; 24. только бойтесь Господа и служите Ему истинно, от всего сердца вашего, ибо вы видели, какие великие дела Он сделал с вами; 25. если же вы будете делать зло, то и вы и царь ваш погибнете.

1 Пат 12 // .

14. Эхер те Ҫӳлхуҫаран хӑратӑр пулсан, Ӑна пӑхӑнса тӑратӑр пулсан, Ӑна итлетӗр пулсан, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлеместӗр пулсан, хӑвӑр та, сире тытса тӑракан патшӑр та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хыҫҫӑн ҫӳретӗр пулсан, [Ҫӳлхуҫа алли сире хирӗҫ пулас ҫук]; 15. эхер те Ҫӳлхуҫа сассине итлемесессӗн, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли, сирӗн аҫӑрсене хирӗҫ пулнӑ пекех, сире те хирӗҫ пулӗ.

14. Если будете бояться Господа и служить Ему и слушать гласа Его, и не станете противиться повелениям Господа, и будете и вы и царь ваш, который царствует над вами, ходить вслед Господа, Бога вашего, [то рука Господа не будет против вас]; 15. а если не будете слушать гласа Господа и станете противиться повелениям Господа, то рука Господа будет против вас, как была против отцов ваших.

1 Пат 12 // .

12. Анчах эсир, хӑвӑра хирӗҫ Наас, Аммон патши, килнине курсассӑн, мана каларӑр: «пире патша тытса тӑтӑр» терӗр, ара, сирӗн Патшӑр — Ҫӳлхуҫа Туррӑр-ҫке.

12. Но увидев, что Наас, царь Аммонитский, идет против вас, вы сказали мне: «нет, царь пусть царствует над нами», тогда как Господь Бог ваш - Царь ваш.

1 Пат 12 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех