Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парсассӑн (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та вӑл леш сӑмахах тепӗр хут каларӗ: аҫу-аннӳ килӗшсе ирӗк парсассӑн ҫеҫ санӑн арӑму пулатӑп, — терӗ.

Но она повторила, что не иначе будет моею женою, как с согласия моих родителей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // .

Тем парсассӑн та!

Ни за что!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // .

Ҫамрӑкскер, кӑра ҫилӗллӗскер, эпӗ станца пуҫлӑхӗсем ҫине, вӗсем ман валли хатӗрленӗ тройкӑна чинлӑ улпута парсассӑн, питӗ кӳренеттӗм.

Будучи молод и вспыльчив, я негодовал на низость и малодушие смотрителя, когда сей последний отдавал приготовленную мне тройку под коляску чиновного барина.

Станца пуҫлӑхӗ // .

Священник, кӗлӗ йӗркипе, ун енне ҫаврӑнса ыйту парсассӑн, вӑл чӗтресе илчӗ, чунсӑр пек пулса тӑчӗ, анчах ҫапах та васкамарӗ, татах кӗтет.

Но когда священник обратился к ней с обычными вопросами, она содрогнулась и обмерла, но еще медлила, еще ожидала.

XVIII сыпӑк // .

Ман чӗппӗм хӑйшӗн те тӑма пултарать, тата, турӑ парсассӑн, ытти ырӑ ҫынсем те ӑна пӑрахас ҫук.

Мой соколик и сам за себя постоит, да и, бог даст, благодетели его не оставят.

V сыпӑк // .

Сахӑр сиропӗ ҫеҫ парсассӑн вӗлле хурчӗсем вӑйсӑрланаҫҫӗ, нумай пӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

28. Хӑвӑрах шухӑшласа илӗр: Моисей саккунне пӑсакан ҫынна — унӑн айӑпне икӗ е виҫӗ кӳнтелен кӑтартса парсассӑн — пӗр хӗрхенмесӗр вӗлереҫҫӗ пулсан, 29. Турӑ Ывӑлне хисепе хуман ҫын, ҫӗнӗ халал Юнне — хӑйне тасатнӑ Юна — нимӗн вырӑнне хуман ҫын, тивлет паракан Сывлӑша хурлакан ҫын мӗн тери йывӑр асап курма тивӗҫлӗ!

28. Если отвергшийся закона Моисеева, при двух или трех свидетелях, без милосердия наказывается смертью, 29. то сколь тягчайшему, думаете, наказанию повинен будет тот, кто попирает Сына Божия и не почитает за святыню Кровь завета, которою освящен, и Духа благодати оскорбляет?

Евр 10 // .

19. Моисей, саккун мӗн хушнине пурне те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа парсассӑн, пӑру юнӗпе качака юнӗ илсе шыв хушнӑ та, ӑна хӗрлӗ ҫӑмпа тата исоппа саккун кӗнеки ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе каланӑ: 20. «ҫакӑ — хӑвӑра Турӑ панӑ халалӑн юнӗ» тенӗ.

19. Ибо Моисей, произнеся все заповеди по закону перед всем народом, взял кровь тельцов и козлов с водою и шерстью червленою и иссопом, и окропил как самую книгу, так и весь народ, 20. говоря: это кровь завета, который заповедал вам Бог.

Евр 9 // .

5. Эпӗ сире пурсӑра та тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарасшӑн; ҫапах та эсир Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулсассӑн, авантарах пулӗччӗ: Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаканран пахарах, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, ӗненекенсем ӑса кӗччӗр тесе хӑй каланине ӑнлантара-ӑнлантара парсассӑн ҫеҫ, Турӑ сӑмахне пӗлтерекенпе пӗр шайра пулӗ.

5. Желаю, чтобы вы все говорили языками; но лучше, чтобы вы пророчествовали; ибо пророчествующий превосходнее того, кто говорит языками, разве он притом будет и изъяснять, чтобы церковь получила назидание.

1 Кор 14 // .

28. Ҫак ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем валли пуҫтарнине ҫитерсе парсассӑн эпӗ вара сирӗн ҫӗрӗр урлӑ Испание кайма тухӑп.

28. Исполнив это и верно доставив им сей плод усердия, я отправлюсь через ваши места в Испанию,

Рим 15 // .

4. Вӗсем каланӑ: уйӑрнине кӑтартакан ҫыру парсассӑн Моисей уйӑрма ирӗк панӑ, тенӗ.

4. Они сказали: Моисей позволил писать разводное письмо и разводиться.

Мк 10 // .

19. Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫын валли хуҫа-хуҫа парсассӑн, татӑкӗсене миҫе кунтӑ тултартӑр-ха эсир? тет.

19. Когда Я пять хлебов преломил для пяти тысяч человек, сколько полных коробов набрали вы кусков?

Мк 8 // .

14. Ҫавӑн чухне вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ та 15. каланӑ: Ӑна сире тытса парсассӑн эсир мана мӗн парӑр? тенӗ.

14. Тогда один из двенадцати, называемый Иуда Искариот, пошел к первосвященникам 15. и сказал: что вы дадите мне, и я вам предам Его?

Мф 26 // .

4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.

4. А если Всевышний даст тебе дожить, то увидишь, что после третьей трубы внезапно воссияет среди ночи солнце и луна трижды в день; 5. и с дерева будет капать кровь, камень даст голос свой, и народы поколеблются.

3 Езд 5 // .

19. Вӗсене ҫапла пӗрре хаса парсассӑн, эпир шансах тӑратпӑр: пулас вӑхӑтра пирӗн патшалӑх ӗҫӗсем пӗтӗмпех майлашӑнса ҫитӗҫ, пирӗн чи лайӑх йӗрке пулӗ.

19. Если они в один раз будут наказаны, то мы надеемся, что на будущее время наши государственные дела придут в совершенное благоустройство и наилучший порядок.

3 Мак 3 // .

4. Анчах патшасенӗн Патши ӗнтӗ Антиох ҫиллине ҫак йӗркесӗр ҫын ҫине куҫарнӑ, вара, Лисий мӗнпур инкекшӗн Менелай айӑплӑ пулнине ӑнлантарса парсассӑн, Антиох ӑна Берия хулине илсе кайма, унти йӑлапа вӗлерме хушнӑ.

4. Но Царь царей воздвиг гнев Антиоха на преступника, и когда Лисий объяснил, что Менелай был виновником всех зол, то он приказал отвести его в Берию и по тамошнему обычаю умертвить.

2 Мак 13 // .

16. Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхне нихӑҫан та пирӗнтен аякра тытмасть, хӗн-хур ярса хаса парсассӑн та Хӑйӗн халӑхне пӑрахмасть.

16. Он никогда не удаляет от нас Своей милости и, наказывая несчастьями, не оставляет Своего народа.

2 Мак 6 // .

9. Вӑл тата — эхер те патша влаҫӗпе ӑна ҫамрӑксен ӳт-пӗвне аталантармалли шкула йӗркелеме, Иерусалим ҫыннисене Антиохи ҫыннисем тесе ҫырма ирӗк парсассӑн — ҫакӑн ҫумне ҫӗр аллӑ талант хушма пулнӑ.

9. Сверх того обещал и еще подписать сто пятьдесят талантов, если предоставлено ему будет властью его устроить училище для телесного упражнения юношей и писать Иерусалимлян Антиохиянами.

2 Мак 4 // .

43. Халӗ вара эсӗ, вӑрҫӑра пулӑшма мана ҫынсем ярса парсассӑн, питӗ тӗрӗс тунӑ пулӑттӑн, мӗншӗн тесессӗн хамӑн ҫар манран сивӗнчӗ, тенӗ.

43. Теперь же ты справедливо поступишь, если пришлешь мне людей на помощь в войне, ибо отложились от меня все войска мои.

1 Мак 11 // .

16. Эпӗ сан ҫинчен эсӗ пӗлтерӗше ӑнлантарма, кӑткӑслӑха татса пама пултарни ҫинчен илтрӗм; ҫапла вара, ҫакӑнта ҫырнине вуласассӑн, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса парсассӑн, сана хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, санӑн мӑюнта ылтӑн вӑчӑра пулӗ, эсӗ патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӑн, тенӗ.

16. А о тебе я слышал, что ты можешь объяснять значение и разрешать узлы; итак, если можешь прочитать это написанное и объяснить мне значение его, то облечен будешь в багряницу, и золотая цепь будет на шее твоей, и третьим властелином будешь в царстве.

Дан 5 // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех