Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парать (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх шаннӑ ҫын шута илмелли ҫак – сӑлтавсӑр ултӑ уйӑх муниципаллӑ тӑрӑхӑн халӑх суйланӑ органӗн пӗр ларӑвне те пыманни ӑна мандатсӑр хӑварма ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

Ял старости — 18 ҫултан // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60763

Паян саккун кӑларакан власть ҫӗршыв тата регион умӗнче тӑракан тӗп тӗллевсене татса парать.

Сегодня законодательная власть решает ключевые задачи, стоящие перед страной и регионами.

Олег Николаве Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/27/gla ... aet-s-dnem

Типӗ курӑк ҫунтарни те ҫулӑма алхасма май парать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта - пушар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60802

Ҫакӑ округри ҫӗр ӗҫченӗсене хирсенче ӑнӑҫлӑ тӑрӑшма май парать.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗ вӑй илсе пырать // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d1%83%d0%b ... %82%d1%8c/

Хастарсем лава пӗрле, пӗр-пӗрне ӑнланса туртни курӑмлӑ ӗҫсем тума май парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ак Павлик тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Вӑт ҫапла вӑл, патшалӑх сана чыс туса хисеплени ӗҫре яланах пысӑк усӑ парать.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Анчах шӑп ҫак вӑхӑтра манран аякрах та мар икӗ хут ҫине-ҫинех пӑшал сасси кӗрлесе кайрӗ: пӑхатӑп та, пӗр лутрарах кӑна ҫын, самаях пӗкӗрӗлсе курпунланнӑскер, тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Лесник хӑйӗн вӑрманти пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать, атте — колхозри ӗҫсем ҫинчен…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Хамӑн шухӑшсене йӗркешерӗн хут ҫине ҫырса хуни мана яланах уҫӑмлӑрах шухӑшлама май парать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Йывӑрлӑх пӗрисене пусарса ҫитерме пултарать, теприсене — тата вӑй хушса парать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Тен, ӑна тупассишӗн ҫунмалла та мар, тен, эпӗ чӑн-чӑн юрату тӗл пулсан, хамӑн вӑя ҫухатса кӑна ярӑп, тен, ӗмӗтленсе юрату шырани кӑна мана вӑй парать?» — час-часах шухӑшлаттӑм эпӗ, анчах мана ҫав вӑхӑтсенче ҫапах та — йывӑрччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ыттисене, Евгений, эсӗ ху астӑватӑн, ӑна эпӗ мар, манпа санӑн пурнӑҫу лайӑх каласа парать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать.

Как отмечается в филармонии, концерт стал прекрасной возможностью не только прикоснуться к творчеству самого коллектива, но и позволил насладиться красотой и неповторимым звучанием чувашского языка.

«Ҫеспӗл» ансамбль гастроле тухса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34862.html

Эпир ҫак произведенире ҫамрӑк рабочисен кулленхи пурнӑҫӗпе паллашатпӑр, вӗсем коммунизмла ӗҫ ударникӗсен ятне илессишӗн ырми-канми кӗрешнине курса савӑнатпӑр; автор ҫӗнӗ заводри партипе профсоюз организацийӗсен ӗҫне чылай енчен сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ӗҫе юратни, ҫар службинче туяннӑ мораль ҫирӗплӗхӗпе политикӑллӑ ӑнланулӑх ӑна малта пыракан рабочисен ретне тӑма май парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӗсене автор ҫӗнӗ тапхӑрта, кӑткӑс лару-тӑрура кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Автор ку кӗнекере те совет халӑхӗн историйӗнчи пысӑк тапхӑра сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӗсен сӑнарӗ урлӑ писатель совет ҫамрӑкӗсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулнине, вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗн нихҫан арканми ҫирӗп туслӑхне сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Автор паянхи ял ӗҫченӗсене хумхантаракан пысӑк проблемӑсем хускатать, коллективлӑ ӗҫ условийӗсенче ҫынсем хушшинче йӗркеленсе вӑй илнӗ ҫӗнӗ, социализмлӑ хутшӑнусене пысӑк ӑсталӑхпа, тарӑн туйӑмпа сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех