Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парать (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паян кашта ҫине ларнӑ пулсан, ыран ҫӑмарта туса парать, пирӗн пуясси пуҫланать, — тесе хучӗ ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Пӗррехинче, ҫапла, кӗтӗм те сарайне — курах кайрӑм: пирӗн мӑр-мӑр кашта ҫинче лара парать.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Пӗлсе тӑнӑ ҫӗрте ухмаха хӗр кам парать.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ачи хӑра-хӑра каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку пичче ҫӗлесе тупнӑ паранка, ҫӑнӑха ача ҫуртне парать.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӳҫе турать, чӑлха сапласа парать.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак ҫапла татас пулать, — тесе Шурик мана ҫеҫпӗл татса парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унтан: Последний нынешний денечек Гуляю с вами я, друзья… — тесе юрласа парать.

Куҫарса пулӑш

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӗнле пулчӗ пуль — калаймӑп, анчах алӑк патӗнче Шурик тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑтарту 40 процент нумайланни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Халӑх ӑна хапӑл тусах хутшӑнни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Чӗлхе-ҫӑвар япшар пулсан курайман ҫын та ҫул парать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пӗррехинче Ҫтаппан мучие (вӑл ку тӗлелле ҫитмӗл пиллӗк ҫул урлӑ та каҫнӑ пулнӑ) катари, ют ялти «тӗтреллӗ» пӗлӗшӗ хӑйсен ялӗнче Праски ятлӑ, ывӑлӗпе кинӗ хӳтерсе кӑларса янине пула килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланса-кӗленсе ҫӳрекен хӗрарӑм ҫинчен каласа парать, ҫавна арӑм — суппи ҫитсен тӗренмелли тӗрек — тума сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫакӑ пӗтӗмпех каялла ытларах ырӑпа таврӑнать, хӑвӑн чун-чӗрӳне татах пуянлатать, сывлӑх парать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

«Ӗҫрен, хускануран хавхалану илетӗп эпӗ, ҫынна ырӑ туни вара мана хама чылайлӑх вӑй-хӑват парать», - хуравлать вӑл, яланах ӑшӑ кулӑпа савӑнтарса.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫын тӳрӗ пурӑнса хӑйӗн чысне, Тӑван ҫӗршывне, тӑван халӑхне сыхласа кӗрешет, ҫапӑҫать е кирлӗ чух пурнӑҫне те парать пулсан, унӑн ӗҫӗ таса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чавма кӗреҫе завхоз парать, — вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне ӗҫ парса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ тӗпри туй шавӗ ҫеҫ мар, кашни урамрах, кашни килте тенӗ пекех шӑпӑлтатни-шӳтлени, купӑс кӗввипе юрлани-ташлани, савӑнни-кулни, тӑванла-пӗлӗшле ырӑ сунӑм, кӗреке калаҫӑвӗсем илтӗне пуҫларӗҫ — чӑвашӑн ӗмӗрсенчен пыракан ҫакнашкал йӑли ҫапла сас парать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чарӑнса тӑчӗ те, каялла ҫаврӑнса, хӑлхисене хыттӑн вичкӗнлетрӗ: инҫере те мар, ҫывӑхра та мар, сылтӑмра, ҫын сас парать иккен: «Охо-хо-хо-хо-хо-о-о! Охо-хо-хо-хо-хо-о-о-о! Охо-хо-хо-хохо-о-о-о!»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тен, «Ҫурҫӗр» поселокри торф брикечӗ тӑвакан предприяти ҫапла сас парать?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех