Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парасси сăмах пирĕн базăра пур.
парасси (тĕпĕ: парасси) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суйлав умӗнхи «ҫырав» тӗллевӗ — регистрациленӗ суйлавҫӑсен списокне тӳрлетесси, мӗнле майпа сасӑлама май пурри ҫинчен каласа парасси, килте сасӑлама заявка йышӑнасси, ыйтусем ҫине хуравласси.

Задача предвыборной «переписи» – уточнить список зарегистрированных избирателей, рассказать, какими способами можно проголосовать, принять заявку на голосование на дому, ответить на вопросы.

Обходчике кӗтсе илӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3641600

Республика Правительствин тӗллевӗ – муниципалитетсен хушшинче пассажирсене илсе ҫӳрес ыйтусене муниципалитетсемпе пӗрле, хальхи хӑвӑртлӑхсене чакармасӑр, татса парасси.

Задача Правительства республики – совместно с муниципалитетами, не сбавляя набранного темпа, решать вопросы межмуниципальных пассажирских перевозок.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫынсене, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене реабилитаци пулӑшӑвӗ парасси, пӗтӗмӗшле илсен, пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри шутланать.

В целом реабилитационная поддержка граждан, в том числе участников специальной военной операции, является одной из важных задач.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫулленех ҫамрӑк авторсене ҫакнашкал мероприятие хутшӑнса тӳре-шарана ыйту пама май туса парасси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Президент хушӑвӗсене тӗпе хурса, ачасене воспитани парасси ҫине те тимлӗх самай уйӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Хамӑр кӗнекесенче ҫав аслӑ хӑвата ҫынсен асӗнче яланлӑха юлмалла ӑста ҫырса кӑтартасси, ҫапла вара халӑха малалла лайӑхран лайӑх пурнӑҫалла утма хавхалӑх парасси — пирӗн, мӗн пур писательсен, пысӑк та пархатарлӑ тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн тӗллев – Чӑваш Ене аталантарма чи лайӑххипе усӑ курасси тата ҫитӗнекен ӑру валли ҫӗнӗ майсем туса парасси.

Наша задача – использовать самое лучшее для развития Чувашии и открывать новые возможности для подрастающего поколения.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Район пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑннӑ ҫынсем ҫинчен хаҫат страницисенче ҫутатса парасси тахҫантанпах йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫӗрне кам сухаласа парасси те паллӑ мар…

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урса кайнӑ ӳсӗрсене тапратса парасси ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасене те тивӗҫлӗ ӑс парасси, пурнӑҫа хӑнӑхтарасси, аслӑ ҫул ҫине кӑларасси — тарамах.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ирина коридорпа хӑвӑрт утса пынӑ май тӗп инженера Алексей, унӑн амӑшӗ тата ҫемйи, снабжени пайӗ плакатсем хатӗрлессине тӑсса пыни, стройкӑри хӑйӗн ҫӑмӑл мар хутшӑнӑвӗ пирки каласа парасси ҫинчен шутласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах пенси илес ыйтӑва паян татса парасси ҫинчен ан та шутла.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров ПФО-ра сывлӑх сыхлав сферин ыйтӑвӗсене татса парасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Парламентарисем ял халӑхӗн сывлӑхне упрас тӗлӗшпе нормативпа право тӗлӗшӗнчен тӗрев парасси ҫинчен ыйтӑва тата федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсенче пуҫаруллӑ бюджетирование аталантарасси пирки практикӑна сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Станислав Афанасьев - 85 ытла наука тата вӗренӳпе методика ӗҫӗсен, изобретенисен 2 патӗнчӗн, патент парасси пирки ВНИИГПЭ-н 2 йышӑнӑвӗн авторӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентеш - Обществӑлла Канашра // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/13454-e ... a-kanashra

Суйлав участокӗсене вӑл е ку ят парасси 2011 ҫулта пуҫланнӑ.

Традиция присвоения тем или иным избирательным участкам началась в 2011 году.

Суйлав участокӗсене Чӑваш Республикин паллӑ ҫынсен ячӗсене парасшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36728.html

Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗн Евгений Шевченко пайташӗпе тӗлпулу ирттернӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн страницинче суйлав участокӗсене паллӑ ентешсен ячӗсене парасси пирки пӗлтернӗ.

После проведения встречи с членом Центральной избирательной комиссии Российской Федерации Евгением Шевченко Глава Чувашской Республики Олег Николаев заявил на своей странице, что избирательным участкам будут присвоены имена известных соотечественников.

Суйлав участокӗсене Чӑваш Республикин паллӑ ҫынсен ячӗсене парасшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36728.html

Ҫакӑн ҫинчен ҫамрӑксене тӗплӗн каласа парасси – чӑннипех пархатарлӑ тӗллев.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Ӑт, ҫав экзамента мӗнле паллӑ лартса парасси пӗтӗмпех ҫакӑнтан, мӗнле ӗҫленинчен килет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех