Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парасси сăмах пирĕн базăра пур.
парасси (тĕпĕ: парасси) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парнине парасси ӑнсӑртран, пачах шухӑшламан ҫӗртен пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Пӗрлӗхлӗ ӗҫӗн тӗп енӗ, паллах - район малашлӑхне «ҫыракан» ҫамрӑксене патриотизм витӗмӗпе воспитани парасси.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Унта сӳтсе явнӑ тӗп ыйту - сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырасси, халӑха физкультурӑпа спорта ирӗклӗ хутшӑнмашкӑн май туса парасси.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Анчах ӑна уйӑхсерен парасси ялхуҫалӑх организацийӗсен тивӗҫӗ кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Ҫара йытӑ ӳстерсе парасси — хисеплӗ те пархатарлӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Пиртен пулсан пӗр тенкӗ парасси те пулаймасть — укҫа ҫук.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Парасси паллах та-ха вӑл, халӗ акӑ мӑн тумалла: Ҫӗрпӳри монастырьти турӑ амӑшӗ сӑнӗ ҫине пӗр питшӑллилӗх пир касса ҫакас пулать тата 50 пуслӑх ҫурта лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Улля аппа вутӑ ҫукки ҫинчен, ҫӑнӑх илме арман хуҫи Шӗшлӗне хӑрах йӑран калча парасси ҫинчен калаҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хыснана НДФЛ пӗлтӗрхи 4 уйӑхринчен сахалрах куҫни патшалӑх уйрӑм ҫынсене пурлӑхпа социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫӑмӑллӑх панӑ пирки бюджетран налук укҫине тавӑрса парасси ӳснипе те ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Пуп ҫурт лартса парасси пирки калаҫни те суя сӑмах ҫеҫ пулчӗ ав.

Обещание попа построить для них дом так и осталось обещанием.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тен, аппен, кунта Сулькала Миклая хӑварар? — ыйтӑва татса парасси вӗсенчен килнӗ пек, Янтулпа Михапар еннелле ҫаврӑнчӗ Ухтиван.

— Может, тогда Миклай с Сулькой тут останутся? — Ухтиван с надеждой посмотрел на Яндула и Михабара.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пирӗн тӗллевсенчен пӗри – харпӑрхӑй хуҫалӑхӗсене аталантарса пыма кирлӗ пек хӑтлӑ условисем йӗркелесе парасси.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Преступленисене пӗтӗмӗшле уҫса парассин кӑтартӑвӗ те ӳсрӗ, ҫав шутра вӗлерӳсене, ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асаплантарнипе ҫыхӑннӑ преступленисене, хурахла тапӑнусене, коррупци мелӗпе тӑвакан преступленисемпе саккунсӑр миграци сферинчи преступленисене уҫса парасси 100 процент шайне ҫитрӗ.

Возросла и общая раскрываемость преступлений, в том числе достигнута 100%-я раскрываемость убийств, умышленных причинений тяжкого вреда здоровью, истязаний, разбоев, преступлений коррупционной направленности и в сфере незаконной миграции.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗсен кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/10/gla ... et-s-dnyom

Халӗ ӗнтӗ ачасене пӗлӳ парасси ҫеҫ мар, коллективри ӗҫ-пуҫа йӗркелесе пымалла, шкулӑн пурлӑхпа техника никӗсне те тытса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

2020 ҫулта районти вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.П.Голыев шкулсенче ҫарпа патриотизмла воспитани парасси мӗнле шайра пулни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Ҫав вӑхӑтрах вара, ҫар учечӗн специальноҫӗллӗ граждансене повестка парасси тӗпре.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/

Ӗҫлесе парасси мӗн те пулин тӳлесси мар.

Работать — не долги отдавать.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темиҫе уйӑхран акӑ хӗрарӑмсем те, тылра пулнӑ арҫынсем те ҫӗнӗ йышши тенкӗсем туянӗҫ: правительство вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче лайӑх ӗҫлекенсене медаль парасси ҫинчен указ кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председательсем агрономпа пӗрле пулса ҫитнӗ ырашпа тулӑ ҫинчен, фронтран таврӑннӑ ҫынсене кама мӗнле ӗҫе лартни, патшалӑха хӑҫан тырӑ парасси, ӗҫ вӑхӑтӗнче коммунистсенчен камӑн мӗнле докладпа калаҫу ирттересси ҫинчен тата тем те пӗр ҫинчен калаҫрӗҫ, анчах пӗр-пӗрне ӑнланса, — вӑрҫмасӑр, чӗрре кӗмесӗр, кӳренмесӗр.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ ҫак ӗҫ сана интереслентерсе ярӗ тесе шутланӑччӗ, ӑна хӑш бригадӑна парасси ҫинчен калаҫса татӑласшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех