Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пансион (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта вӑл пансион пӗтерчӗ те вун ҫиччӗри хӗр ӳсӗмӗнче таврӑнчӗ.

Там она окончила пансион и вернулась семнадцатилетней девушкой.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн хӑйӗн пансион пур, унта пурнӑҫра ӑна мӗн кирлӗ пулать, ҫавсене пӳрне те вӗрентеҫҫӗ…

Это частный пансион, где все, все преподается строго согласно требованиям жизни…

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Чипер хӗре пурнӑҫра чӑнласах кирлисене вӗрентекен пӗртен-пӗр пансион: вӑл мадам Трубан ҫеҫ!

Единственный, где преподаются знания, действительно нужные порядочной девушке для жизни: в пансион мадам Труба.

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Гарем вӑл, ман шутпа, пансион евӗрлӗ.

Гарем — это что-нибудь вроде пансиона, по-моему.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Малтан пансион, унтан кадет корпусӗ, ҫар училищи, офицерӑн хупӑнчӑк пурнӑҫӗ…

Сначала пансион, потом кадетский корпус, военное училище, замкнутая офицерская жизнь…

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вунултӑ ҫул тултарсан, Верочка фортепьяно калама вӗренме пӑрахрӗ, пансион пӗтерсе, ҫав пансионрах вӗрентме тытӑнчӗ; унтан амӑшӗ ӑна урӑх ҫӗрте те уроксем тупса пачӗ.

Когда Верочке исполнилось шестнадцать лет, она перестала учиться у фортепьянного учителя и в пансионе, а сама стала давать уроки в том же пансионе; потом мать нашла ей и другие уроки.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех