Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памалла (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Владимир Ильич питех йывӑр чирлӗ пулсан, ӑна пушар пирки пӗлтерсе ҫырнӑ ҫырӑва памалла мар, хӑйсен инкекӗ ҫинчен сӑмахпа та каламалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак, ҫак капана ҫаптармалла та, тыррине выҫӑ юлнӑ ҫемьесене памалла.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӑха ҫавӑн чухлӗ тавар туса памалла та, патшалӑха ҫавӑн чухлӗ укҫа памалла.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ӑна акса-вырса, ҫапса-кӗртсе памалла, — тӑруках хӑюланса кайрӗ Мӑҫтук.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сан пек шар курнӑ ҫынсене патшалӑх ҫурт-йӗр ҫавӑрма укҫасӑрах вӑрман памалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗнле ҫӑмӑллӑх памалла марччӗ пуль?

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Памалла ҫав, — сӑпайлӑн тавӑрчӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурне те парне памалла, ҫапла-и?

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сутлашма шутлаҫҫӗ пулсан пуҫлӑхсене, леш вӑрӑм ҫилхеллисене, парне памалла мар-и унта халӑх ячӗпе?

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Благовещенски мӑнастире памалла тунӑ сирӗн ана-ҫарана, кӳршӗ ялсенне воевода ҫыннисем валли касса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӑшкӑллама памалла мар!

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн хамӑр ывӑлсене вӑрҫа илсе кайма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Какайсӑр лармарӗҫ, паллах, анчах пур пек какая ҫуррине яхӑн выҫӑпа аптракансене памалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илме кивҫенле, ленкес вырӑнне ленкес ҫурӑ е икӗ ленкес памалла илеҫҫӗ ӗнтӗ, апла та пурне те телейлӗ тӑваймӑп.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул тӑршшӗпе пуҫа ҫӗмӗртӗм ун пирки, ҫак шухӑшран ыррине тупаймарӑм: ӑна хамӑрӑн пулас хана ярса памалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӗлле пирӗн тӗллев пӗрре кӑна: вырӑссене хамӑр пата ямалла мар, Мӗша тӑрӑхӗнчи хулана аркатса тӑкма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана кайса Горбатый-Шуйский наместника кӗртсе памалла, кама пӳрнине пӗлме шӑпа ямалла тата ытти те, тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ сӗнсе пӑхрӗ: пуҫлӑхсен — Элӗкпе Янчуран — хӑйсен хушшинче пайламалла вӑл япаласене, кам туртса антарнӑ воеводӑна учӗ ҫинчен, ҫавна памалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Республика Пуҫлӑхӗн шучӗпе, чи малтанах ача-пӑчана тивӗҫлӗ ӳсме, тарӑн пӗлӳ илме, пултарулӑхне туптама, спорт тата ытти енӗпе аталанма хӑтлӑ майсем туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Пирӗн ӗнтӗ пурне те тӳсмелле, алӑри ҫӗре мӑнастирсене памалла.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех