Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чаплӑ залӑн тем ҫӳллӗш маччи те, мрамор колоннӑсем те тӗлӗнтереҫҫӗ ӑна.
Колоннӑллӑ шурӑ зал // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ку вырӑнта нӳхреп маччи ишӗлсе аннӑ, ҫынсем кирпӗч купаласа тунӑ сарлака траншейӑра пулнӑн туйӑнать.Потолок подвала здесь обрушен, люди находятся как бы в широкой кирпичной траншее.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Нӳхрепӗн стенисем ҫывӑхра тата инҫетре пенипе кисренсе тӑраҫҫӗ, анчах унӑн маччи ҫирӗп.Стены подвала гудят от близкой и далёкой канонады, но своды его крепки.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Пысӑк мӗлке витен стенисем ҫинче, маччи ҫинче хумханнӑ, шӑпланнӑ ушкӑн хӑватлӑ та ҫивчӗ сӑмахсене итленӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Пуҫ тӑрринчен ҫара ҫерҫисем вӗҫсе иртсе пещерӑн маччи патнелле хӑпарчӗҫ те, ҫунаттисемпе пӑрӑлтаттарса, ҫинҫе те ҫӳҫенчӗк сассисемпе чӑрлатса явӑна пуҫларӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пир-авӑр тупасси ҫинчен эпир нумай шухӑшларӑмӑр, кайран вара Шишкин хӑйсен маччи ҫинче темӗнле кивӗ, никама кирлӗ мар матрац тупрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Васильева сасартӑк пурте ишӗлсе аннӑ пек туйӑнса кайрӗ: шыв айӗнчи ҫуртӑн стенисем шатӑртатаҫҫӗ пек, унӑн маччи хӑвӑрттӑн аялалла анса пырать пек, тинӗс тӗпӗ таҫталла куҫса каять пек, унӑн урисем сывлӑшра ҫакӑнса тӑраҫҫӗ пек…
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Студент ун ҫине ҫӗнӗлле, савӑнса пӑхать, чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ пекех, вӑл нимӗн те чӗнмест.По-новому, с восхищением смотрел на него студент и молчал, словно язык прилип к гортани.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Унӑн маччи авӑнчӑк та ҫав тери лутра.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Мунча маччи ҫинче каллех кӑвакарчӑнсем пурӑнма пуҫларӗҫ, вӗсем каллех мунча тӑрринче кӑваклатса ҫӳреҫҫӗ, Ильяпа Павел, кӑвакарчӑнсене вӗҫтермен вӑхӑтра, мӑрье ҫумӗнче сехечӗ-сехечӗпе темӗн ҫинчен калаҫса лараҫҫӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ача мунча маччи ҫинче икӗ мӑшӑр кӑвакарчӑн усранине пӗлсен, Артамонов Тихона ҫав кайӑксене кӑларса яма тата ача текех мачча ҫине хӑпарасран сыхлама хушрӗ: — Ӳксе вилме пултарать. Ав епле ҫӗрӗк вӑл, — терӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Днепр хӗрринчи йывӑҫ пӳртӗн маччи ҫинчи хамӑр пуҫтарӑнкаланӑ пӗчӗк пӳлӗме хӗмлентерсе яма пултаракан хӗрӳллӗ сӑмаххусене эсӗ маннӑ тенине ӗненме йывӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Подскребова тепӗр пӳрт маччи ҫине вырнаҫтараҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑл сасартӑк хӑй салтаксем хӑйне таптаса каясран хӑраса ӳкрӗ; эпӗ контужен, тесе кӑшкӑрса ярасшӑнччӗ вӑл, анчах ҫӑварӗ типсе ларнӑ-мӗн ун, чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпҫӑнать, чӑтма ҫук ӗҫес килет-мӗн ун.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӗрарӑм Михеева пульницӑн тӗп ҫурчӗн маччи ҫине илсе килнӗ мӗн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пӗр вӑрӑ ҫӗрле хуҫа пӳрт маччи ҫине вӑрлама улӑхнӑ.
Пӗр вӑрӑ хӑйне хӑй тыттарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пирӗн пӳрт тӑвӑрччӗ, маччи тӳпине урай варринчен туратлӑ чаракпа чаракласа хунӑччӗ.
Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Иккӗмӗш компаса унччен Халл капитан пурӑннӑ каюта маччи ҫумне пуҫхӗрлӗ ҫирӗплетсе хунӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сӑрт ҫинчи ҫӗрпӳрт халӗ те ларать-ха, маччи ҫеҫ ҫук, стенисем тӗл-тӗл ишӗлсе аннӑ.Землянка на горе еще сохранилась, только не было потолка и местами обвалились стены.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Урата пӗренисем ҫатӑртатса ҫунни илтӗнет, тепӗр чух хӑш-пӗр хутӑн маччи е урайӗ йӑтӑнса анать, хӗлхемсем, тӑвӑл пек, айккинелле сирпӗнеҫҫӗ; йӗри-тавра горизонт таранах ҫиҫӗм ҫиҫнӗ евӗр ҫуталса тӑрать, башньӑн ҫӳллӗ мӗлки вӑрман патне ҫитиех тӑсӑлса выртать.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.