Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ кукамай аллине чуптӑвас шутпа унӑн кресли патне ҫывхарсан, вӑл тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те аллине мантилья айне пытарчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ сиртен мантилья валли ҫамрӑк така тирӗнчен тунӑ лайӑх Астрахань тирӗ илсе килме ыйтатӑп, — терӗ Леноре фрау.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Паллакан сасӑ илтӗнмест-ши тесе, юлашки хут тимлесе итлерӗ, унтан тӑрса шлепкине, перчеткине тӑхӑнчӗ, хулпуҫҫийӗ ҫине мантилья уртса ячӗ, унтан, пӳлӗмрен вӑрттӑн тухса, Берсенев хваттерне каякан ҫулпа хӑвӑрттӑн утма пуҫларӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Пассажа! — терӗ хура тумлӑ хӗрарӑм, анчах халӗ ӗнтӗ вӑл хура тумпа мар: ҫутӑ кӗрен платье, кӗрен шлепке, шурӑ мантилья тӑхӑннӑ, аллинче букет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ольга темиҫе минут хушши ун ҫине пӑхрӗ, кайран мантилья тӑхӑнчӗ, турат ҫинчен косынка илчӗ те васкамасӑр ҫыхрӗ, зонтикне илчӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1