Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манса (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапла, — Ирина ӑна ячӗпе, ашшӗ ячӗпе чӗнесшӗнччӗ, анчах ашшӗ ятне манса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Нумай пурӑнатпӑр-и, сахал-и — эпӗ пулса иртни ҫинчен манса кайма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ — мана районти халӑх судне кайма хут пырса тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Сестрасемпе санитаркӑсене те манса хӑварма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Эсӗ паян зоотехника кружокӗ пулмаллине манса кайрӑн-им тата?

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

— Ку ӗҫпе ҫуркунне ҫитнине те манса кайнӑ, — кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ Лука Павлович яка пуҫне.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хунюна манса кайнӑшӑн ятлатӑп.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чирӗ ҫинчен те манса кайрӗ, чупать те чупать.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арҫын ачашланине манса кая пуҫланӑ ӗнтӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та ытти Турӑсене те манса кайман, яланах асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Илихван, кӳреннӗскер, шыҫӑннӑ питне пӗркелентерчӗ те чылайччен шӑпӑрт пулчӗ хӑй ҫинчен манса каясса шанса, анчах та ӑна шеллеме никам та шутламаннине кура юлхавлӑн хӗрарӑмсен хушшинчен тухрӗ, мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсир вӗрентекен ачасенчен хӑшӗ ҫырма пултарнӑ ҫакна? — ҫирӗппӗн ыйтрӗ Малюҫ, сывлӑх сунма манса.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫне усса, сывпуллашмасӑрах, хӑех пӑта ҫине ҫакса хӑварнӑ карттусне те манса хӑварса тухрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсене нихӑҫан та асӑнмӑп тесе сӑмах панӑччӗ, йӑлтах манса кайнӑ тенӗччӗ ӗнтӗ, халӗ акӑ ҫӗнӗрен аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Манса ан кайӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Манса ан кай.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йывӑр ҫын пулни ҫинчен каллех ҫырма манса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Офицер тимӗрҫишӗн ыйтакан колхоз председательне манса кайман.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Темскер, уйӑхрисем каллех килмерӗҫ манӑн, — пӑшӑрхануллӑ шухӑш ҫапрӗ ун пуҫне, анчах ӗшеннипе варӗ ҫинчен ҫийӗнчех манса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ акӑ тепӗр тӑмсай — Гитлер — хӑйӗн кӳршин, Наполеонӑн шӑпи ҫинчен манса кайнӑ ахӑр, ҫав меслетпех пирӗн ҫӗре тытса илессишӗн талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Упӑшка ҫинчен те манса кайрӑм пулас!»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех