Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Самуил йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ савӑт илнӗ те ҫӑвне Саул пуҫӗ ҫине юхтарнӑ, унтан ӑна чуптунӑ та ҫапла каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн [Израильри] халӑхне тытса тӑраканӗ туса ҫу сӗрсе ярать, [эсӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши пулӑн, вӗсене хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑн, акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сана Хӑй халӑхӗн патши пулма ҫу сӗрсе янине кӑтартакан паллӑ]: 2. ман патӑмран кайсассӑн, эсӗ Вениамин ҫӗрӗн чиккинче, Целцахра, Рахиль тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, икӗ ҫынна тӗл пулӑн, вӗсем сана калӗҫ: «эсӗ шыраса ҫӳренӗ ама ашаксем тупӑнчӗҫ, халӗ ӗнтӗ аҫу, ашакӗсем ҫинчен манса кайсах, сирӗншӗн пӑшӑрханать: мӗн пулчӗ-ши ывӑлӑма? тет» тейӗҫ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана [халалласа] парӑп, [вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ,] унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир вара, Мана манса, ытти турӑсене пуҫҫапма тытӑнтӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире урӑх ҫӑлассӑм ҫук; 14. кайӑр та хӑвӑр суйласа илнӗ турӑсене йӑлӑнӑр, хӑвӑршӑн хӗн-асаплӑ вӑхӑтра сире ҫавсем ҫӑлса тӑччӑр, тенӗ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль ывӑлӗсем вара Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархасланӑ, ҫапла каланӑ вӗсем: хамӑрӑн Туррӑмӑра манса, Ваала пуҫҫапса, эпир Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, тенӗ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫапла Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ тунӑ, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манса, Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хирте тырӑ вырнӑ чухне ану ҫине кӗлте манса хӑварсассӑн, ӑна илмешкӗн каялла ан таврӑн: вӑл ӗнтӗ ютран килнӗ ҫын валли, [кӗлмӗҫ валли,] тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр, ҫавӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турру ху аллупа тӑвакан пур ӗҫӳнте те пиллӗх патӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вут-кӑвартан асӑрхануллӑ пулмаллине самантлӑха та манса каймалла мар.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫакнашкал эпизодра хам ҫинчен манса сӑнара пуҫӗпех путатӑп.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №