Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑплантарчӗ (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тепӗр тесен Нюҫҫапа пулса тухнӑ пекех намӑс мар-ха», — хӑйне хӑй лӑплантарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юрӑкӗвӗ халӑха кӑшт лӑплантарчӗ — йӗнӗ сасӑсем кимӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла тунипе вӑл сасартӑк кӗвӗҫӳ туйӑмӗ ҫуралнӑ Ваҫилене лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пысӑк пулла аран-аран лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Чуна ку пушшех те лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Председатель ҫынсене аран лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл шӑпланчӗ те каллех ӳслӗк хускалнипе сӑмавартан куркана шыв юхтарчӗ, пӗр-ик ҫӑвар ӗҫсе, кӑкӑрне лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Ан хӑра, эпир сана пит лайӑх касса яратпӑр, еще спасибо скажешь! – лӑплантарчӗ Ксюша.

– Не бойся, мы тебя так пострижем, что еще спасибо скажешь! – успокоила Ксюша.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Союза ҫитсен аслин пӳлӗмне кӗриччен чӗрине эмел ӗҫсе лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ӗҫре пулӗ-ха кусем», — лӑплантарчӗ хӑйне Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл та нимех те мар, ку та патшалӑх палли», – лӑплантарчӗ вӑл.

тоже ничего, это тоже государственная оценка», – успокоил он.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

— Эпе Ваҫҫа тетӳ пулатӑп, ан хӑра, — лӑплантарчӗ ачана ҫавӑнтах.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Георгий хӑй те, ҫак кӗтмен хыпара илтсен, малтанлӑха ҫухалса кайнӑ пек пулчӗ, анчах ҫавӑнтах хӑйне хӑй лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Анчах хӑйӗн шухӑшӗсене кӗскен хут ҫине ҫырса хуни ӑна кӑштах лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах ҫак вӑхӑтра, Аньӑна шелленӗ пекех, ун хурлӑхне сиссе илнӗ пекех, симфонири кӗвӗсем ҫине ӑшӑ лирика сӑрхӑнчӗ, ҫав ӑшӑ лирика ҫутҫанталӑк ҫине кӑшт ҫеҫ ывӑнса ҫитнӗ куҫпа (пурпӗрех ҫирӗп кӑмӑлпа!) пӑхнинчен тухрӗ пулин те, Аньӑна лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Ах ҫывӑрах, ҫывӑрах! — лӑплантарчӗ ӑна Мосальский.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юрамасть хӑнана вӗрме, юрамасть, — лӑплантарчӗ вӗсене Аркаш кашнинех ҫурӑмран ачашласа.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Уншӑн ан пӑшӑрханӑр, Герман Ильич, пулать ӑнсӑртран ун пекки, — лӑплантарчӗ ӑна Анна Петровна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫакӑ патька-патша нукерӗсене лӑплантарчӗ пулас, вӗсем тимлӗхе йӑлтах манса вӑрмана кӗчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ, ырӑ ҫыннӑм, тӗрӗс калатӑн, — ҫара пуҫ ларакана лӑплантарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех