Шырав
Шырав ĕçĕ:
лекменнине (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Антив, ҫын ҫапла хӑй ирӗккӗн тискер кайӑк ҫӑварне лекменнине пӗлччӗр вӗсем.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫывӑрмалли пӳлӗме лекменнине ӑнлансан вӑрӑ ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.Мошенник облегченно вздохнул, поняв, что попал не в спальню.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Парашютист хӑй пӗччен ҫеҫ лекменнине ӑнланчӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Пур пульӑсем те варринчи ҫаврашкана лекменнине ан пӑх эсӗ.
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Жучка, курмасӑрах, сад тепӗр вӗҫӗнче малти урине сывлӑша ҫӗклесе силлеме пуҫлать, анчах ури ниме те лекменнине кура хӑй урине ҫыртасшӑн вӑрр! ҫаврӑнма тытӑнать.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
6. Вӗсем ӗнтӗ Павел шыҫӑнса кайӗ е сасартӑк вилсе выртӗ тесе кӗтсе тӑчӗҫ; кӗтсе тӑрсан-тӑрсан, ӑна нимӗнле синкер те лекменнине курса, шухӑшӗсене улӑштарчӗҫ: ку — турӑ, терӗҫ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1