Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пырса вӑл ларчӗ юнашар.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ятман докладне пӗтерчӗ те пуху председателӗпе юнашар пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑл йӗрме юратакансем ӗнтӗ, арӑмна машинӑпах вӑрласа кайрӗҫ тесе Сехре Иванӗнчен кулса та пӑхрӗҫ, ӑна часрах хире чупма сӗнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра урам леш енчи сарай умне машина ҫитсе чарӑнчӗ, Камышин, халӑх пуҫтарӑннине кура, часрах сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Старик чӳрече патӗнчи диван ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир тюбетейкине аллине тытса пуҫ тайрӗ, чӳрече умӗнчен пӑрӑнса, вӑрӑм тенкел ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫемьере хайӗнпе ҫакӑн евӗр юмахланине илтменччӗ-ха, ҫавӑнпа Фатима чӑрсӑрлӑхӗ ун кӑмӑлне йӑлтах тепӗр майлӑ ҫавӑрчӗ, вӑл ҫиллине шӑнараймасӑр нумайччен хӑй тӗллӗн ҫав тери тулашса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алексей, пӗр-пӗр тракторисчӗ килессе кӗтсе, гитара калакаласа ларчӗ, журналсем пӑхкаларӗ, вара, никама кӗтсе илеймесӗр, каллех хӗвеле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей, пӳлӗмре пӑчӑланса ҫитнине туйса, чӳречене уҫрӗ те хӑй тенкелӗпе ун ҫывӑхне куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хуняма савать-ха та, Петров савмасть, — Липа панӑ тенкел ҫине вырнаҫса ларчӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр кулмасӑр калаҫма тытӑннӑран Липа ӑна шухӑша кайса, лӑпкӑн, сӑмаха пӳлмесӗр итлерӗ, председатель чарӑнсан та, темиҫе минут ним чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мулла венчет тумасӑр намӑслантарчӗ те, вӗсен ҫурхи чечек пек таса та илемлӗ юратӑвӗ телейсӗррӗн пӗтсе ларчӗ, — Назиба ашшӗсем ирӗксӗрлесе тутар хӗрне илсе пачӗҫ, Марине хӑйсен ялӗнчи чӗмсӗр Ваҫилее качча тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп сан патна ӗҫпе килнӗччӗ, — яланхи пекех чӳрече умне, сӗтел кӗтессине вырнаҫса ларчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер ҫеҫ, ятласа тӑкас вырӑнне, халичченхинчен ҫемҫереххӗн калаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир вӑл сӗннӗ ҫӗре ларчӗ те пӗр-пӗрин патне сайра ҫӳрекен ҫынсен йӑлипе йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑш колхозсене? — месерле выртнӑ ҫӗртен ялтах сиксе тӑрса ларчӗ Кабир.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗлле тӑрӑшса юсани харама каймарӗ, тракторсем ҫуракинче пӗрре те пӑсӑлмарӗҫ темелле, Анушка тракторӗ хӑйсен ялӗнче мӗнпурӗ те пӗр сехет кӑна ӗҫсӗр ларчӗ, механиксем ӑна ҫийӗнчех юсаса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нумай пулмасть кӗтмен-туман ҫӗртен Ятман хӑй кӗчӗ те нихҫан урлӑ пулман ҫын пекех калаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Липа, карта урлӑ каялла каҫса, каллех лаши ҫине утланса ларчӗ, ӑна урисемпе тапса ҫӗнӗрен кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗвел Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринчен хӑпарса вӑрман кати тӗлне ҫитсенех, хурӑнлӑхран кӳлӗ хӗрринчи хыр ҫине хӑйӗн чӑпар ҫунаттисемпе ҫатӑлтаттарса куккук вӗҫсе пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозниксен пухӑвӗнче Левентей шарламасӑр ларчӗ, — калаҫтӑр Ятман, халӑх куҫӗ умӗнче унпа ҫапӑҫма аван мар.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех