Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑххи сăмах пирĕн базăра пур.
лайӑххи (тĕпĕ: лайӑххи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӗлтӗр сан хушамату Омежниковчӗ, ма улӑштартӑн, питӗ лайӑх хушамат-ҫке?» — терӗм те, — «лайӑххи лайӑх пуль те, анчах ҫынсем ҫав хушаматпа чӗнмессерен ӑша наркӑмӑш лекнӗн туйӑнатчӗ. Халь манӑн хушамат Ерусланов, ҫӗнӗ паспорт илнӗ чухне улӑштартӑм, анне хушаматне йышӑнтӑм, Надя та улӑштарчӗ», тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шел те, кунран ним лайӑххи те пулмӗ.

К сожалению, ничего хорошего из этого не получится.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сана яланах чи лайӑххи лекет.

Всегда тебе достается самое лучшее.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Темскер ырри, лайӑххи пӗтсе пымасть-и капла?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Илем уншӑн — ҫынсен чун-чӗрипе ӗҫӗ-хӗлӗ, халӑх йӑли-йӗрки тата общество тытӑмӗпе патшалӑха ертсе пыракансем лайӑххи еннелле улшӑнса пыни те.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрлӗ сӑлтава пула ялта лайӑххи пӗтсе пыни, усалли ҫӗнтерни ҫинчен ҫырнӑччӗ, анчах издательство повеҫе хирӗҫлерӗ, ӑна планран кӑларса пӑрахассипе хӑратрӗ, тӳрлетсе ҫӗнетме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лайӑххи е япӑххи ҫинчен пырать-и сӑмах — унӑн сӑн-пичӗ яланах ӑшшӑн ҫуталать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чи-чи лайӑххи те маттурри ята ҫӗнсе илессишӗн тӗрлӗ муниципалитетран килнӗ 26 вӗрентекен тупӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ – чи лайӑххи тӑватӑ тус та ахаль туссем пур.

Раз, два, три, четыре… Четыре лучших друга и другие просто друзья-друзья.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Поэзи жанрӗнче Марина Карягинӑн «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру» кӗнекисене ӑсчахсемпе тӗпчевҫӗсем чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Лайӑххи те пур ӗнтӗ: улма-ҫырла тӗммисем хальлӗхе чечеке ларман-ха, апла-тӑк сивӗпе аманмӗҫ, ҫулла ҫырлисене тухӑҫлӑ туса парас шанӑҫ пур!

Куҫарса пулӑш

«Ҫанталӑк прогнозне сӑнанӑ май кӑҫал…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/192

– Аха, эсӗ чи лайӑххи, – тепӗр хут каларӗ Настя.

– Да, ты лучшая, – повторила Настя.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

– Мама, эс тӗнчере чи-чи лайӑххи, – савӑнса каларӗ Тима.

– Мама, ты самая лучшая на свете, – на радостях сказал Тима.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

— Ырри, лайӑххи Тимахван мучин нумай-ха, апла пулин те мана вӑл тапхӑр-тапхӑр уртарсах ярать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Темскер лайӑх марри арканчӗ ман чӗрере, темскер лайӑххи ӗмӗрлӗх ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Тӗрӗслесе мӗн пӗлтӗн, лайӑххи пур-и?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сан хурӑнташусенчен Испуханов чи лайӑххи тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Виҫӗ ҫул хушшинче лайӑххи еннелле улшӑнма пултарнӑ-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Мӗнле, лайӑххи е япӑххи еннелле улшӑннӑ? — арҫын умӗнче шуххӑн ҫаврӑнкаларӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

1) чи лайӑххи - Ҫемьере йӑлтах килӗшӳллӗ, арӑмӗ те, упӑшки те пӗр-пӗрне хисеплесе калаҫма пӗлеҫҫӗ, йывӑрлӑхсене пӗрле иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех