Шырав
Шырав ĕçĕ:
Натюш тем пек тимлесе тирпейлесен те, пӳлӗмре ҫапах нӳхрепри пек туйӑнать, ӑна стенасем ҫинчи ҫутӑ картинӑсем те илем кӳреймеҫҫӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Хӑйсен ҫӑткӑн шанӑҫ-ӗмӗтӗнче вӗсем кирек мӗн пулсан та — текех мана тӗкӗнеймеҫҫӗ те, сиен те кӳреймеҫҫӗ.— Кто бы ни были они в своей жадной надежде, ни тронуть меня, ни повредить мне они больше не могут.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эсир иккӗленетӗр-и е ҫук-и, ку — сирӗн ӗҫ, — шурса кайса ҫаврӑнчӗ Роэнк, — анчах эпӗ тепӗр хут калатӑп: сӑмахсем усӑ кӳреймеҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Ытти астрономсем вара: Юпитерӑн нимӗнле спутник те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынна уса кӳреймеҫҫӗ, тенӗ.
Галилео Галилей тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл Парижа Прусси ҫарӗ хупӑрласа илнӗ йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерет, Парижа хӳтӗлеме чӗнсе прокламацисем пичетлет, революцилле Францие хирӗҫ пыракан вӑрҫӑ киревсӗр пулнине ӑнлантарса нимӗҫ салтакӗсем патне ҫырусем ҫырать, анчах ҫав ҫырусем усӑ кӳреймеҫҫӗ.
I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
— Чирӗм мӗн пирки пулни ҫинчен калама пӗлместӗп, анчах, кӑмӑлу пулсан, вӗрилентерекен ӗҫмеллисем вӗсем тенорсене сиен кӳреҫҫӗ, бассене нимӗн чухлӗ те сиен кӳреймеҫҫӗ, теме пултаратӑп.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
11. Ку ытарӑш акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх — Турӑ сӑмахӗ вӑл; 12. ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха итлекенсене пӗлтерет; анчах ӗненсе ан ҫӑлӑнайччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те вӗсен чӗринчен сӑмаха илсе каять; 13. чул ҫине ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, анчах вӗсем тымарланайман, ҫавӑнпа пӗр вӑхӑт ӗненеҫҫӗ, анчах хӑйсене сӑнанӑ-илӗртнӗ чухне каялла чакаҫҫӗ; 14. ҫумлӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, анчах та вӗсем пӑрӑнса кайса пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе, пурӑнӑҫ киленӗҫӗпе хупланаҫҫӗ те ҫимӗҫ кӳреймеҫҫӗ; 15. лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара — сӑмаха илтсе ӑна ырӑ та таса чӗрере упракана, тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене пӗлтерет, тенӗ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Самуил халӑха ҫапла хуравланӑ: ан хӑрӑр, эсир ку ҫылӑха турӑр ӗнтӗ, анчах эсир Ҫӳлхуҫаран ҫеҫ ан пӑрӑнӑр, пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑрӑр, 21. ниме юрӑхсӑр турӑсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вӗсем усӑ та кӳреймеҫҫӗ, ҫӑлаймаҫҫӗ те: вӗсем — ӑҫтиҫук ҫеҫ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1