Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне вӗсем ҫӗр вӑкӑр, икҫӗр сурӑх таки, тӑватҫӗр путек кӳнӗ, тата пӗтӗм Израиль ҫылӑхӗшӗн — Израиль йӑхӗсен шутне кура — вуникӗ качака таки парне кӳнӗ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр кунхине Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пин пӑру, пин така, пин путек кӳнӗ, вӗсемпе пӗрле эрех те кӳнӗ; пӗтӗм Израильшӗн питех те нумай парне хывнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
84. Парне вырӑнне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ кун Израиль пуҫлӑхӗсем кӳнӗ парнесем ҫаксем: вуникӗ кӗмӗл тирӗк, вуникӗ кӗмӗл курка, вуникӗ ылтӑн тӗтӗркӗч; 85. кашни тирӗкре ҫӗр вӑтӑршар сикль кӗмӗл, кашни куркара ҫитмӗлшер сикль кӗмӗл: апла таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫакӑ савӑтсенче мӗнпурӗ икӗ пин те тӑватҫӗр сикль кӗмӗл; 86. тӗтӗрмелли тултарнӑ ылтӑн тӗтӗркӗч вуниккӗ; таса сикль виҫипе шутласассӑн, кашни тӗтӗркӗчре вуншар сикль: тӗтӗркӗчсенче мӗнпурӗ ҫӗр ҫирӗм сикль ылтӑн; 87. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ вуникӗ пӑру панӑ тата вуникӗ така, пӗр ҫулхи вуникӗ путек панӑ, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни илсе пынӑ; ҫылӑх парни кӳмешкӗн вуникӗ качака таки илсе пынӑ 88. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ ҫирӗм тӑватӑ пӑру панӑ тата утмӑл така, [пӗр ҫулхи] утмӑл качака таки, [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи утмӑл путек панӑ; парне вырӑнне ҫу сӗрнӗ хыҫҫӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
78. Вуниккӗмӗш кунне Неффалим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 79. вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 80. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 81. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 82. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 83. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Ахира, Енан ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
72. Вунпӗрмӗш кунне Асир ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 73. вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 74. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 75. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 76. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 77. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Пагиил, Охран ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Вуннӑмӗш кунне Дан ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 67. вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 68. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 69. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 70. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 71. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Тӑххӑрмӗш кунне Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 61. вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 62. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 63. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 64. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 65. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Улттӑмӗш кунне Гад ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 43. вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 44. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 45. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 46. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 47. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 29. Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать; 30. унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла; 31. ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ; 32. хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр: 33. канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать; 34. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Антиохире патшалӑха тытса пыма хӑварнӑ Филипп хӑйӗнчен уйрӑлса кайнине пӗлсессӗн, патша аптӑраса ӳкнӗ: иудейсене ӳкӗтлеме тытӑннӑ, йӑвашланнӑ, вӗсенӗн вырӑнлӑ ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтерме тупа тунӑ, унтан вӗсемпе килӗшнӗ, парне кӳнӗ, Турӑ Ҫуртне хисеп тунӑ, хулана ырӑлӑх кӳнӗ, 24. Маккавее йышӑннӑ, ӑна Птолемаидӑран пуҫласа Герар таранах ҫарпуҫ пулма лартнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Халӗ Сан умӑнта пирӗн парне — такасене, вӑкӑрсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ пек, самӑр путексене пиншерӗн кӳнӗ пек — кӑмӑллӑ пулинччӗ: Сана шанакансем намӑс курмӗҫинччӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла ӗҫсе-ҫисе ҫаврӑнсассӑн, Иов вӗсене чӗнтере-чӗнтере илсе ҫылӑхӗсенчен тасатнӑ, ирхине ирех тӑрса кашни ачишӗн Турра пӗрер парне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, кӳнӗ [тата вӗсен чунӗсем ҫылӑха кӗнӗшӗн пуриншӗн те пӗр пӑру кӳнӗ].
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне вӗсем парне валли ҫӗр вӑкӑр, икҫӗр сурӑх, тӑватҫӗр путек панӑ, 8. тата Израилӗн вуникӗ йӑхне кура — пӗтӗм Израиль ҫылӑхӗсемшӗн — вуникӗ качака таки кӳнӗ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: ӗҫ вӑкӑрӗ ҫитмӗл тата ҫитмӗл сурӑх, икҫӗр путек — ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара пӗтӗм халӑх парнесем, тав парни кӳнӗ, чӗри хушнипе хӑшӗ-хӑшӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне те кӳнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи шалти картишне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ: унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисен ҫӑвне парнене кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Соломон тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнисен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Соломон патша ҫирӗм икӗ пин вӑкӑрпа ҫӗр ҫирӗм пин сурӑх парне кӳнӗ: патшапа пӗтӗм халӑх Турӑ Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Патша, Дамаскран таврӑнсассӑн, парне вырӑнне асӑрханӑ, патша парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ, ӗнтӗ ун ҫинче парне кӳнӗ; 13. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳнӗ, эрех сапнӑ, канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Иудея патши Иоас хӑйӗн ашшӗсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турӑ Ҫуртне кӳнӗ парнесене, ҫавӑн пекех хӑй кӳнӗ парнесене те, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑна илнӗ те ҫакна пӗтӗмпе Сири патши Азаил патне ӑсатнӑ; вара Азаил Иерусалима тапӑнман.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иеровоам саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче уяв ирттермелле тунӑ, ҫак уяв Иудейӑра ирттерекен уяв евӗрлӗ пулнӑ; ҫавӑн чухне парне вырӑнӗ ҫинче парнесем кӳнӗ; хӑй тунӑ пӑру кӗлеткисене те Вефильте парне кӳнӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.