Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртрӗм (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пирки эп ӑна ӳкӗте кӗртрӗм пулас.

Куҫарса пулӑш

14 сыпӑк // .

Эпӗ, свидетель пулнӑ Ларина карчӑка кӑларса ятӑм та, Татьянӑна чӗнсе кӗртрӗм.

Я отпустил свидетельницу, старуху Ларину, и вызвал Татьяну.

Иккӗмӗш сыпӑк // .

Ӳкӗте кӗртрӗм-кӗртрӗмех!

И я уговорила!

6 сыпӑк // .

Ӑса кӗртрӗм.

Теперь узнал ума.

1 сыпӑк // .

Аран-аран ӳкӗте кӗртрӗм ӑна.

Насилу его уговорил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // .

Эпӗ ӑна йывӑрлӑха кӗртрӗм-ха.

Я его поставил в затруднительное положение.

Июнӗн 16-мӗшӗ // .

Ҫак кӗнекене эпӗ Печорин Кавказра пурӑнни ҫинчен каланине ҫеҫ кӗртрӗм.

Я поместил в этой книге только то, что относилось к пребывания Печорина на Кавказе.

Умсӑмах // .

«Ӗмӗте пурнӑҫа кӗртрӗм-и, ҫук-и?» тесе ыйтрӗ те вӑл хӑйӗнчен хӑй, ответне памасӑрах ҫырусем суйлама тытӑнчӗ.

«Добился или нет?» — спросил он себя и, не ответив, принялся разбирать письма.

9 сыпӑк // .

Тӗрлӗ ҫӗрте, тӗрлӗ ҫынсем патӗнче пытарнӑ, номерсем лартса тухнӑ страницӑсене эпӗ йӗркене кӗртрӗм те, халӗ вулакансене сӗнетӗп.

Перенумерованные страницы, которые были спрятаны в разных местах и у разных людей, я привела в порядок и теперь предлагаю вниманию читателей.

Густа Фучик сӑмахӗ // .

Вара Том: «Эпӗ сана ҫавӑн пек инкеке кӗртрӗм», — тесе хӑйне хӑй вӑрҫса ӳпкелеме тытӑннӑ, ҫакӑ вара пуринчен те ытларах пулӑшнӑ.

Он стал упрекать и бранить себя за то, что довел ее до такой беды, и это помогло.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // .

Кӗнекене Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи ҫыравҫӑсене — писательсене, поэтсене, драматургсене, журналистсене, таврапӗлӳҫӗсене, фольклористсене, наука ӗҫченӗсене, литературоведсене, тӗпчевҫӗсене, учительсене — кӗртрӗм.

В книгу включила литераторов - писателей, поэтов, драматургов, журналистов, краеведов, фольклористов, научных сотрудников, литературоведов, исследователей, учителей Красночетайского района.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Кӗнекене тӗрлӗ ҫулта вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсене, поэмӑсене, шухӑшлавсене кӗртрӗм.

— В книгу включила стихотворения, поэмы, размышления, написанные на русском языке в разные годы.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тип мунча кӗртрӗм.

Дал я ему жару.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

7. Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ, пӗшкӗнсе, Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар; 8. эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл сире Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ, тенӗ.

7. И проповедывал, говоря: идет за мною Сильнейший меня, у Которого я недостоин, наклонившись, развязать ремень обуви Его; 8. я крестил вас водою, а Он будет крестить вас Духом Святым.

Мк 1 // .

5. Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑплӑ; эпӗ хамӑн тарҫӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулнине кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ.

5. И сказала Сара Авраму: в обиде моей ты виновен; я отдала служанку мою в недро твое; а она, увидев, что зачала, стала презирать меня; Господь пусть будет судьею между мною и между тобою.

Пулт 16 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех